Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ; 16. парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ; 17. таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ; 18. ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӳлӗмре икӗ ҫурта ҫунать, икон умӗнче лампада тӗлкӗшет; лампада айӗнче кӗлтунӑ чухне католик тӗнӗн йӑлипе чӗркуҫленсе ларма тунӑ нумай сентреллӗ ҫӳллӗ сӗтел тӑрать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать; 3. унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Аарона пӗлтер, кала ӑна: эсӗ лампадӑсем ҫутсассӑн, ҫутаткӑҫӑн мал енче ҫичӗ лампада ҫунмалла, те, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ун валли ҫичӗ лампада ту, лампадисене ун ҫине ларт, вӗсем унӑн мал енне ҫутатса тӑччӑр; 38. ун валли таса ылтӑнран хӗскӗчсем, ӑскӑчсем [ту]; 39. ҫутаткӑҫа, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран туччӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӳлӗмӗн малта кӗтессинче лампада ҫуннӑ, ун йӑваш ҫутинчи турӑш сӑнӗсем шухӑшсӑррӑн, тӗксӗммӗн палӑрнӑ.В углу комнаты, освещенные огнем лампады, смутно рисовались лики икон, безучастные и темные.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Икона умӗнче лампада ҫав вӑхӑтра ҫутӑрах ялкӑшса илчӗ те унӑн ҫути тӳрех хам калаҫакан ҫын ҫине ӳкрӗ.В это время лампада вспыхнула живее пред иконою, и свет прямо ударился в лицо моего соседа.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вара эпӗ скамье ҫине, кӗтессе, иконӑсем патне хӑпарса тӑтӑм, ура ҫинче тӑрса лампада ҫутипе вулама пуҫларӑм та, хам ывӑнса ҫитнӗскер, скамье ҫинелле анса ларса ҫывӑрнӑ кайнӑ, карчӑк кӑшкӑрса чышнипе вӑранса карӑм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав кичемле пустуй ӗҫсене те турра явӑҫтарни мана темле пусса тӑратчӗ, эпӗ вара хама такам курӑнманскер астуса тӑнине сиссе, ирӗксӗрех пӗрмай кӗтессенелле ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхкалаттӑм, ҫӗрлесерен мана хӑрасси, сивӗ пӗлӗт хупланӑ пекех, хупласа илетчӗ, — вӑл кухня кӗтессисенчен, тӗксӗм турӑшсем умӗнче сӳнтермен лампада ҫунса тӑнӑ ҫӗртен тухса килетчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта уйӑх ҫутин пайӑркисем шӑппӑн курӑнаҫҫӗ, турӑшсем умӗнче нихҫан сӳнтермен лампада ҫути чӗтрет, стена ҫинче ҫӗҫӗсем, пӑр тумламӗсем пек, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӳлӗксем ҫинчен — хура ҫӑматсем, такамсен куҫсӑр пичӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӗнпур сӗтел-пукан та ҫак кӑна: икӗ енне уҫӑлмалли хупӑллӑ пӗчӗк чӳречесем хушшинче клеенкӑпа витнӗ лутра сӗтел ларать (чӳречисем ҫинчи икӗ чӳлмекре гераньсем ӳсеҫҫӗ), кунсӑр пуҫне пӗр кресло, икӗ пукан тата турӑшсем хунӑ сентре пур, ун умне пӗчӗк лампада ҫакнӑ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗтесре, Хусанти турӑ амӑшӗн сӑнарӗ умӗнче, тӗксӗм кӑвак кӗленчерен тунӑ лампада аран-аран мӗлтлеткелесе ҫатӑртатса ҫунать, шӑппӑн хӑраса ӳкнипе армак-чармакланса кайнӑ куҫ мӑчлатать ку, тейӗн.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пуп майри вӑл ҫакӑн пек каланине илтсенех, ӗҫсем чӑннипе мӗнле пулса иртни ҫинчен ыйтса тӑмасӑрах, хӑйӗн ывӑлне Тихвински турӑ амӑшӗ умӗнчи лампада валли илсе пынӑ ҫупа якаткаласа хунӑ сайра ҫӳҫӗнчен ҫавӑрса тытать те, ӑна ним хӗрхенмесӗр тӑпӑлтарнӑ пек туса, шав ҫапла вӑрҫать:
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Лампада ҫуне перекетлесе, Ефросинья турӑшсем умӗнчи лампадкӑна куллен каҫ пулнӑ чух тин ҫутать те, кашнинчех тарӑннӑн сывласа илет: «Эсӗ каҫарах ӗнтӗ, турӑҫӑм!»
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ун умне лампада ҫакнӑ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ҫапла; хӑйсен пурнӑҫӗпе ҫырлахса пурӑнакансем — курӑнмаҫҫӗ, — терӗ курпун, куҫӗсемпе кӗтессе, лампада ҫути ҫине тӗллесе.— Так; довольных — не заметно, — сказал горбун, прицеливаясь глазами в угол, на огонь лампады.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗмре лампада сӳннӗ пек, тунсӑхлӑ, салхуллӑ, темӗн ҫитмен пек пулса тӑчӗ.Стало так неловко, непривычно, как будто погасла в спальне лампада.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лампада кӑларчӗ таҫтан аялтан, ҫакса ячӗ турамӑш умне.лампадку достав из-под спуда, под матерь, под божью подвесил.
Ӗненӳсем улшӑнни // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 117–119 с.
Турӑш умӗнче кӑшт кӑна палӑрмалла ҫунса ларакан лампада ҫине вӑл шыҫӑнса ларнӑ куҫӗсемпе тинкерсе пӑхрӗ.Сухими, воспаленными глазами смотрела она на чуть теплившуюся перед иконами лампаду.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кунӗн-ҫӗрӗн ҫунса тӑракан хӗп-хӗрлӗ лампада умӗнчи турӑш ҫинелле пӑхса, Марья Петровна сӑхсӑхса илчӗ.Марья Петровна перекрестилась на божницу, где теперь день и ночь теплился в розовой лампадке огонек.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
- 1
- 2