Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑххисенчен (тĕпĕ: лайӑххи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен чи лайӑххисенчен пӗри тесе «Поэзи пулсан…» сӑвва шутлас пулать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Анчах кунтах каласа хӑварас килет: лайӑххисенчен начарри нумайрах, пирӗн шуррине хури хуплассинчен сыхланас пулать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лайӑх теме лайӑххисенчен вӑтансарах пурӑнатпӑр: саплӑкне те саплатпӑр, ҫӑпатине те тиретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мероприятие хутшӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каланӑ тӑрӑх, ку районти ялсенчи культура ҫурчӗсен хушшинче лайӑххисенчен пӗри.

Благодаря чему, как выразился принявший участие в мероприятии глава районной администрации Артур Зарипов, в селе появился один из лучших в Бижбулякском районе домов культуры.

"Кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыв культури" проект шайӗнче ялти Культура ҫурчӗсене пуянлатнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3486565

— Ҫапах та вӗсем лайӑххисенчен сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эсир хатӗрленӳ шайне, чӑн-чӑн команда тӗреклӗхне, ҫирӗплӗх вӑйне, ҫӗнтерӳ патне туртӑннине кӑтартса патӑр, опытлӑ ӑмӑртуҫӑсене ҫӗнтертӗр, дисциплинӑсенчен пӗринче рекордлӑ результат турӑр, чӑннипе вара Раҫҫей ҫӑлавҫисем тӗнчере чи лайӑххисенчен пӗри пулнине ҫирӗплетсе патӑр. Маттур!» - каланӑ Кремль сайчӗ ҫинче пичетленнӗ саламра.

«Вы продемонстрировали высокий уровень подготовки, настоящий командный дух, силу воли и стремление к победе, взяли верх над опытными соперницами, а в одной из дисциплин добились рекордного результата, на деле доказали, что российские спасатели по праву считаются одними из лучших в мире. Молодцы!» — говорится в поздравлении, опубликованном на сайте Кремля.

Путин хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ МЧС командине Пӗтӗм тӗнчери пушарпа ҫӑлав спорчӗпе чемпионатра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/common_material/ ... an-3422796

— Пирӗн бригада — чи лайӑххисенчен те лайӑххи.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

– Ҫак технопарк Раҫҫей Федерацийӗ шайӗнче те чӑн лайӑххисенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

Чӑваш Енре пурнӑҫланакан «Манӑн спорт» информаци тытӑмӗ ҫӗршывра чи лайӑххисенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Кашни иккӗмӗш ҫын спортпа туслӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60525

Иккӗмӗшӗнчен тата, Орлова пирӗн районти учительсем хушшинче чи лайӑххисенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӗсен ҫуртӗнче пӗтӗм сӗтел-пукан, килте усӑ курмалли техника хальхи вӑхӑтри чи лайӑххисенчен пӗрисем темелле.

В их доме вся мебель и домашняя техника почти одни из лучших, что есть из современного.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ку эрне чи лайӑххисенчен пӗри.

Это один из самых интересных и благоприятных периодов.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Палӑртнӑ тытӑмра ӗҫлеме пуҫланӑранпа ку кӑтарту чи лайӑххисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар», — тесе каланӑ министр ҫумӗ.

Куҫарса пулӑш

Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn

Вӑл сарай патне чупса пычӗ, тур лашине — таврара чи лайӑххисенчен пӗрне — ҫавӑтса кӑларчӗ, ҫӑварлӑхларӗ те утланса ларса Суан еннелле сиккипе вӗҫтерчӗ.

Он подбежал к сараю, вывел гнедую лошадь, одну из лучших во всем округе, взнуздал ее и поскакал к Суану.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Чӑваш Ен ҫӗр лаптӑкӗсене кадастр учечӗ тӑвассипе пухнӑ опыта Раҫҫейре лайӑххисенчен пӗри тесе йышӑннӑ, республика ку енӗпе ҫӗршыври чи лайӑх 5 регион йышне кӗрет.

Опыт Чувашии по проведению кадастрового учета земельных участков признан одним из успешных в России, республика входит в число 5 лучших регионов страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Лайӑххисенчен лайӑххисене суйласа илеҫҫӗ-ҫке, урасӑр пулнисене ҫийӗнчех улӑштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫ кооперативӗ халӗ таврари чи лайӑххисенчен пӗри — ҫапла ҫырнӑччӗ нумаях пулмасть ун ҫинчен хаҫатра.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав интереслӗн аркатса пӗтернӗ кӗнекесенче пуринче те событисем тӗрлӗрен, ҫӗршывсемпе хуласем пӗр пек мар пулин те, ҫапах та сӑмах пӗрмаях пӗр япала ҫинчен пынине эпӗ пит час ӑнланса илтӗм: лайӑх ҫынсем вӗсем — телейсӗр тата вӗсене лайӑх маррисем хӗсӗрлеҫҫӗ, лайӑх маррисем яланах лайӑххисенчен телейлӗрех те ӑслӑрах, анчах, юлашкинчен, темскер сисмелле марскер лайӑх маррисене ҫӗнтерсе илет те, вара лайӑххисем савӑнса хӗпӗртеҫҫех.

Однако я очень скоро понял, что во всех этих интересно запутанных книгах, несмотря на разнообразие событий, на различие стран и городов, речь всё идет об одном: хорошие люди — несчастливы и гонимы дурными, дурные всегда более удачливы и умны, чем хорошие, но в конце концов что-то неуловимое побеждает дурных людей и обязательно торжествуют хорошие.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кадрсен отделӗ ӗнентерсе панӑ тӑрӑх, ертсе пыракан работниксене те унта чи лайӑххисенчен суйласа янӑ.

По заверениям отдела кадров, руководящие работники были посланы тоже из числа лучших.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тӳрӗ чунлӑ ырӑ ҫынсем шутсӑр нумай, кун пеккисем вара сахал, лешсем хушшинче кусем — чейри теин пек тутлӑ эрехри ырӑ шӑршӑ пек; кусем лешсене вӑй-халпа техӗм парса тӑраҫҫӗ, кусем чи лайӑххисенчен лайӑххисем, двигательсен двигателӗсем, ҫӗр сӗткенӗн сӗткенӗ.

Велика масса честных и добрых людей, таких людей (как Рахметов. — Примеч. авт. ) мало; но они в ней — теин в чаю, букет в благородном вине; от них ее сила и аромат; это цвет лучших людей, это двигатели двигателей, это соль соли земли.

Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех