Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маюк ҫӑм тутӑрпа лайӑхрах чӗркенчӗ те троллейбус чарӑннӑ ҫӗре чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Унӑн, ырри пулсан, ӗнерех лайӑхрах ӑнлантармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Е Ҫтаппана Ҫӗпӗрте пушшех те япӑх пулӗ, е вӑл каялла таврӑнса тата та лайӑхрах пурӑнма пуҫлӗ, е вӑл Ҫӗпӗрте юлса унта аталанса кайӗ те, унӑн йӑхӗ кедрсемпе хырсем енче пурӑнӗ.

Либо Степан совсем захворает в Сибири, либо приедет и заживет еще лучше, чем раньше, либо останется в Сибири, обоснуется там, и весь род его будет жить в краю кедров и сосен.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Ҫтаппан ятлӑ кӳрши лайӑхрах пурӑнни кунӗн-ҫӗрӗн хумхантарнӑ Петӗре.

Дни и ночи напролет Петр думал о том, почему Степану, односельчанину, живется лучше.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Пиллӗкмӗшӗ те, вуннӑмӗшӗ те – пурте лайӑхрах татӑка илесшӗн пулнӑ.

И пятый, и десятый – все хотели получить кусок получше.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Кӑтарту эсир кӗтнинчен те лайӑхрах пулӗ, ҫывӑх ҫынсемпе туссем ӑна аван хак парӗҫ.

Результат превзойдёт ожидания, получит высокую оценку со стороны близких и друзей.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Унта, тен, лайӑхрах та каласа парӑп…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Апла пулсан, пуринчен те лайӑхрах пӑхмалла вӗсене, пур дояркӑран та ытларах сӗт суса илмелле вӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Пуринчен те нумай ӗҫлекенни, ӗҫе пуринчен те лайӑхрах пӗлекенни Перасковья Евлампьевна Евлампьева иккен кунта.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Сана лайӑхрах пулӑшасчӗ».

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

— Ҫав кунсенче Лисук Чӗкеҫрен лайӑхрах курӑнчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Эсир лайӑхрах пӑхӑр, ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑрмансене ҫӗнетни, вӑрмансем ӗрчетни, Атӑл юхан шывӗн тӑрӑмне лайӑхлатни, каяшсене тирпейлемелли ҫӗнӗ тытӑма ӗҫе кӗртни, ирӗк памасӑр йӗркеленнӗ ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене пӗтерни, тасатакан сооруженисем туни – ҫакӑ пурте республикӑна пурӑнма лайӑхрах, хӑтлӑрах вырӑна ҫавӑрма пулӑшать.

Лесовосстановление, лесоразведение, улучшение состояния реки Волги, внедрение новой системы обработки отходов, устранение незаконных свалок, строительство очистных сооружений – все это делает республику еще более благоприятным и комфортным местом для жизни.

Олег Николаев Эколог кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/05/ole ... em-ekologa

Пурнӑҫ чӗрӗ чунра тытӑнса тӑрать, машина вара — пурнӑҫа лайӑхрах тумалли хатӗр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ телевизор патне пытӑм, ӑна лайӑхрах ӗҫлеттерем тесе, регуляторсене унтан-кунтан пӑркаларӑм, анчах мӗлке ҫав-ҫавах сикме пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл, чӗркуҫлесе, веранда айнелле лайӑхрах тинкерчӗ — йытӑ ҫурисем урӑх курӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вуласан паллӑ пулӗ, — мӑкӑртатса илчӗ те лампа ҫиппине ытларах кӑларчӗ, лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫуркунне Поляков, комбинезон тӑхӑннӑскер, сап-сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑн-кӑвак куҫӗпе те, кӑлкан пек ҫӳҫӗпе те ҫут тӗнче илемне ҫӗнӗ илем кӳрекенскер, Тимуш патне кӗчӗ те: «Ыран сирӗн пахчӑра сухалама килетӗп, — терӗ, — кӑшт ҫеҫ курӑнакан мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗпе чӗпӗткелерӗ. — Эсир мӗншӗн кашни пахчана карта тытса уйӑрнӑ? Сӳтсе пӑрахӑр пахчасем хушшинчи картасене. Сухалама лайӑхрах пулать», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Лайӑхрах пӑх: галстук ҫеҫ ҫакнӑ-и упӑшку?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ хам та хӑш-пӗр япаласене лайӑхрах ӑнланакан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех