Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрше (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Улюна кӳрше кайнӑччӗ, хамӑрах майлаштарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑр-вар тумланкаларӑм та кӳрше, Кӗҫтук юлташ патне, каҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Е хӑй пекех аҫа-ҫиҫӗмрен хӑракан тантӑшӗсем патне кӳрше тухса чупатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Пӗр кунхине, яла таврӑнсан, кӳрше тесе, Дубовсем патне каҫрӗ ҫавӑскер.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан лӑпланас тесе урама тухрӗ, кӳрше, ҫар комиссариатне пӗрле кайнӑ Киркка патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Анне, кӳрше салтаксем килнӗ! — чупса кӗчӗ пӳрте Венька.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Савӑнӑҫлӑ хыпар илтсен вара кӳрше чупса кайнӑ:

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вара ӑру пуҫлӑхӗ: – Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр татӑка кӳрше парӑр. Сирӗнтен нихӑшӗ те мамонта пӗччен тытайман пулӗччӗ. Анчах та пӑхӑр-ха, мӗнле пулса тухрӗ пӗрле ӗҫлесен! – тенӗ тет.

Затем старейшина добавил: «А теперь то, что вы взяли себе, отдайте вашему соседу. Ни один из вас не смог бы поймать мамонта в одиночку. Но смотрите, что получилось, когда вы действовали вместе и сообща!»

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Аякка ҫӳреме мар, кӳрше каҫса ларма та вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав каҫхине Микула кӳрше каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Пӗр кахал кӳрше кивҫен ыйтма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Катара-катара, униче хапхи ҫывӑхӗнче, карчӑк-кӗвенте, ал туйипе туяласа, урам урлӑ кӳрше каҫать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Савӑнӑрах, савӑнӑр, эпир кӳрше каҫар-ха, паҫӑрах чӗннӗччӗ те, — ҫамрӑксене ирӗке хӑварчӗҫ кил хуҫисем.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӳршӗ кӳрше пулӑшатех, ҫапла вӗт, Полина?

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑрӑм пусма кирлӗ пулсан кӳрше утаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Амӑшӗ кӳрше каҫнӑ пулас, алӑкне ҫаклатмасӑрах хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Амӑшне вӑйпах килтен илсе кайма хатӗрленнӗ кун Таня килте марччӗ, — кирлӗрех, хаклӑрах япалисене пысӑк чӑматана чиксе, кӳрше кайса хума тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Алри ачапа юлнӑ Анук кинӗшӗн кӳрше татӑк ҫӑкӑршӑн кивҫене кайма тивет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Каҫар, Энтрей, сана, пӗртен-пӗр хаклӑ кӳрше, нимпе те хӑналаймастӑп, — пуҫларӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Карташне кӗрсе тӑнӑ кӳрше хуҫа ҫийӗнчех асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех