Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳресси (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн тӗп тӗллевӗ — ярӑннӑ чухне урана туллин ҫирӗплетни кирлӗ мар чухне ҫынсене хӑтлӑх кӳресси.

Основное его предназначение — создавать ощущение комфорта у людей, которым полная фиксация ноги не нужна.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ҫакӑн хыҫҫӑн патшалӑх Египета витӗм кӳресси майӗпен чакма пуҫланӑ, пирӗн эрӑччен 656 ҫул тӗлне вӑл пачах ҫухалнӑ, ун чухне XXVI династин никӗслевҫи I Псамметих пӗтӗм Египета пӗрлештерсе хӑй аллине илнӗ.

После этого влияние царства в Египте пошло на убыль и прекратилось к 656 году до н. э. когда Псамметих I, основатель XXVI династии, объединил весь Египет под своей властью.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

- Кӳпешри масара хӑтлӑх кӳресси;

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

- Кив Атикасси ялӗнчи Культура ҫуртне юсасси тата спорт площадкине хӑтлӑх кӳресси;

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

- Хӗрлӗ Чутай салинчи хӑш урамсенче тата обществӑлла вырӑнсенче кӑҫал хӑтлӑх кӳресси чылайӑшне интереслентеретех.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Таса вӑрмансем, таса йывӑҫсемпе ҫӑлкуҫсем, таса выльӑхсем, ырӑ сывлӑшсемпе усал сывлӑшсем, уйӑха хисеплени, ӗҫе пуҫӑннӑ чух парнесем кӳресси — ҫав тӗшмӗшсем пурте свансен хуҫалӑхне нумай сиен кӳнӗ, ҫавӑн пек тӗшмӗшленесси вӗсен авалхи йӑларан юлнӑ.

Священные рощи, священные деревья и источники, священные животные, добрые и злые духи, почитание луны, жертвоприношения при начале работ — все эти пережитки старины много вреда приносили хозяйству сванов.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавсене пурне те аякран илсе кӳресси хӗн тата хакла ларать.

Привозить все это издалека затруднительно и невыгодно.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑвӑра мӗнле тупӑш кӳресси пирки мӗн чухлӗ сахалрах шутлатӑр - ӗҫӗрсем ҫавӑн чухлӗ ӑнӑҫлӑрах пулӗҫ.

Чем меньше вы будете сейчас думать о собственной выгоде, тем более удачными окажутся результаты ваших действий.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

18 ҫынна пӗрлештерсе тӑракан коллективра шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене тивӗҫлӗ воспитани парса тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерессишӗн чун-чӗре ӑшшине парса тӑрӑшнисӗр пуҫне, ҫурта, территорие хӑтлӑх кӳресси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Урам-площадь тӑрӑх кӑшкӑрса ҫӳриччен, авӑ, яла кайса юр тасатма пулать — пӳрт-хуралтӑ тӑррисенче вӑл кӑҫал тем хулӑнӑш, антармасан сиен кӳресси те часах.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Юриех пӳлни те мар, сылтӑм алла сулахаййи тӑллантарнӑ евӗр чӑрмав кӳресси пур.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Машинсем кӳресси пирӗн ӗҫех те мар вӑл: ку тӗлӗшпе ӗҫлекен ятарласа тунӑ «Сельхозснаб» текенни пур, — тӗлӗнсе шутланӑ Горпорисем.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Пысӑк пахалӑхлӑ тавар тирпейлесе кӑларма витӗм кӳресси те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

- Комиссин тӗп тӗллевӗ ҫынсене штраф парса ҫемьене тӑкак кӳресси мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Пӗтӗмӗшле паллаштару хыҫҫӑн калаҫу «Финанс мар пулӑшу мерисем», «Укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ», «Туризм аталанӑвӗ», «Ял хуҫалӑхне пулӑшу кӳресси», «Бизнес хӳтӗлевӗ» уйрӑм секцисенче тӑсӑлчӗ…

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Тӗпчев ӗҫӗсене тӑвассинче те асӑннӑ юхӑм пысӑк витӗм кӳресси часах тенӗ ертӳҫӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

«Ҫамрӑксен туризмӗ пирки калаҫатпӑр пулсан, ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине витӗм кӳресси, вӗсемшӗн регион илӗртӳлӗхне ӳстересси пӗрремӗш плана тухмалла», - палӑртнӑ Алла Салаева депутат форумӑн «Чӑваш ен - ачасен куҫӗпе» сесси ӗҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Аманнӑ салтаксене ҫӑмӑллӑх кӳресси — вӑл шӑп хӗрарӑм ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем вӗрентнинче — халӑха ырлӑх кӳресси кӑна-ҫке-ха, мӗншӗн вӗсем майлӑ пулас мар?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑш-пӗр чухне ку, хӑвна хисепленӗрен, пулӑшаять, халӗ усӑ кӳресси вара иккӗленӳллӗ, мӗншӗн тесен пурнӑҫ ҫуркунни, хӑйне тивӗҫлине ас тивес тӗллевлӗскер, ҫамрӑк улӑпа пуҫне усма тата йынӑшма хистет.

В иных случаях это, действуя на самолюбие, помогало, но едва ли могло пособить теперь, когда весна жизни, вступая в свои права, заставляет молодого великана повесить голову и стонать.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех