Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрентересшӗн (тĕпĕ: кӳрентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сире кӳрентересшӗн марччӗ, сӑнӳкерчӗке илӗр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ сана кӳрентересшӗн каламан.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хисеплемесен пӗр кун та тытмӗччӗ вӑл мана, — Улькана кӳрентересшӗн пулмарӗ Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ пӗрре те сана кӳрентересшӗн марччӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ельпох калатӑп: эпӗ сана пӗрре те кӳрентересшӗн марччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шарик, тен, ачана кӳрентересшӗн те пулман пулӗ, анчах хӑй тупӑшӗшӗн ҫапӑҫма хатӗрех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эпӗ сире кӳрентересшӗн марччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ сана кӳрентересшӗн каламастӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сана кӳрентересшӗн марччӗ эпӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Илтнӗ, — старике кӳрентересшӗн пулмарӗ курӑнать патша.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем те кӳрентересшӗн мар ҫынна тӳрӗ каласа.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

— Эс мана тӗрӗс мар ӑнлантӑн е юриех мана кӳрентересшӗн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахӑртнех, вӑл мана кӳрентересшӗн пулман пулӗ.

Вероятно, ему не хотелось огорчить меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл хӗр сӑмахӗн тӗллевне ӑнланайман: кӳрентересшӗн пулнӑ-и ӑна Люба е ахаль ҫеҫ каланӑ-и?

Он не понимал назначения слов девушки: обидеть она хотела ими его или так просто сказала?

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Акӑ кӑна ӗнтӗ калама пултараймастӑр эсир, юратнӑ ырӑ тусӑм, эпӗ сире кӳрентересшӗн тӑрӑшатӑп тетӗр.

— Вот этого-то не можете сказать, любезнейший друг и благодетель, чтобы я старался обижать.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

«Ҫук, Пётр Фёдорович, кунта эпӗ пысӑк инкекех курмастӑп-ха, эсир мана пур енчен те кӳрентересшӗн тӑрӑшнине ҫеҫ сисетӗп».

— Нет, Петр Федорович, я здесь ничего не вижу, как только то, что вы всячески стараетесь обижать меня.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Анчах ҫак ирсӗр дворянин, ҫавсене пурне те пӗлет пулин те, нимшӗн те мар, ман чина, ман ятӑма вилес пек кӳрентересшӗн пулса, мана ҫавӑн пек путсӗр ят парса мӑшкӑл кӑтартрӗ.

Но оный злокачественный дворянин, будучи обо всем этом сведущ, не для чего иного, как чтобы нанесть смертельную для моего чина и звания обиду, обругал меня оным гнусным словом.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Костя ӑна кӳрентересшӗн мар.

Обижать ее Косте не хочется.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл ҫаксене тумарӗ ҫеҫ те мар, хӑйне пачах урӑхла тытрӗ, амаҫури ячӗ хӑйне кӳрентермеллисем кӳрессе пӗлсе тӑнӑ май, вӑл хӑй ҫине тапӑничченех хӳтӗленме хатӗрленчӗ, килйышрисем пурте мӗнпур майсемпе хӑйне хур тӑвасшӑн, кӳрентересшӗн тесе шутласа, кирек мӗнре те усал шухӑш курчӗ, хӑйӗншӗн чи лайӑххи — шарламасӑр чӑтасси пулать, тесе шухӑшларӗ; паллах, нимӗн туманнипе вӑл пирӗн кӑмӑла ҫавӑраймарӗ, пире хӑйӗнчен пистерчӗ ҫеҫ.

И не только она не сделала этого, но, напротив, предвидя всю неприятность своего положения, она без нападения приготовилась к защите, и, предполагая, что все домашние хотят всеми средствами делать ей неприятности и оскорбления, она во всем видела умысел и полагала самым достойным для себя терпеть молча и, разумеется, своим бездействием не снискивая любви, снискивала нерасположение.

ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех