Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗвӗ (тĕпĕ: кӗтӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутӑнчӑксен юлашки ушкӑнӗ висӗ ҫул каялла, сурӑх кӗтӗвӗ пек, Мускава тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лаша кӗтӗвӗ таптаса кайнӑ пек выртса юлнӑ хире курсан, куҫа куҫҫуль килсе капланчӗ, тута кушӑрхаса типрӗ: юратса тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫичӗ-сакӑр минутра сая кайса пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Кӗпӗрнери, уесри, вулӑсри унчченхи тӳре-шара кӗтӗвӗ ҫумне кашни округра, вулӑсра, ялта ҫӗнӗрен темен чухлӗ чиновник, старшина (кулава), полици салтакӗ, вахтер, стараста хутшӑннӑ.

К сонму существующих чиновников-обирал — губернских, уездных, волостных — прибавились новоиспеченные в каждом округе, волости, селе: старшина (голова), полицейские-солдаты, вахтеры, старосты…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурӑ чулсем хур кӗтӗвӗ пек тухса выртрӗҫ.

Белые камни издалека были похожи на стаю гусей.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сурӑх кӗтӗвӗ килнӗ пек, вӑрманта типӗ ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Шумят сухие листья, словно овечье стадо спускается с пригорка.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сурӑх кӗтӗвӗ пек, хӑваласа килсе хупрӗҫ те, хӑйсем таҫта эрех кӳпеҫҫӗ ӗнтӗ.

Согнали, как овец, и заперли, а сами обжираются-опиваются.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кантуртисем вӗсемшӗн ҫӗр ҫывӑрмасӑр тӑрӑшса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем пур — ӗне кӗтӗвӗ пек выртса тухнӑ».

Власти из-за них ночей не спят, стараются за них, а они разлеглись тут, как в стаде.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сывлӑшра ӳпре кӗтӗвӗ нӑйкать.

Над головой зудит туча комаров.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ӗне кӗтӗвӗ уялла иртсе кайнӑ чухне вӑранать.

Ухтиван проснулся, когда мимо дома за околицу гнали стадо.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй кӗтӗвӗ патӗнче Ача шӑхличӗ калать, Хырӑмӗ пит выҫнипе Силпи ялнелле пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сӑрт тӑвайкки; кӗр кӗрлесе Тапса тухать тӑп-тӑр ҫӑл шывӗ; Ак Аслӑ ҫул; пит тӗркӗшсе Каҫать ун урлӑ ял кӗтӗвӗ; Ҫырма, кӗперӗ хӑртӑк-хартӑк…

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Яла ҫитсен, хӗрсен ушкӑнӗ, киле таврӑннӑ хур кӗтӗвӗ пек, саланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫултан инҫетре те мар ӗне кӗтӗвӗ ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халӑх вӑл мӑрсасем пулмасан сурӑх кӗтӗвӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пуҫ сывӑ юлсан пурлӑх та, лаша кӗтӗвӗ те пулать.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑрӑм мӗнле-тӗр шанчӑка кӗмелли ӗҫ тӑвас тесе каҫхине ашшӗн лаша кӗтӗвӗ патне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашкӑр ҫури ҫине йытӑ кӗтӗвӗ тапӑнса ҫурса тӑкас тесе юнлатса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫывӑхрах тахӑш ялӑн лаша кӗтӗвӗ ҫӳрерӗ, ҫавӑнпа утсем хутшӑнса каясран сыхӑ тӑмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса чӑмӑрӗпе вӗҫӗмсӗр сӗтеле ҫапрӗ, Тукая ҫӗрпе танлаштарса сысна кӗтӗвӗ кӗтме ярасси ҫинчен кӑшкӑрчӗ, пӗр сӑмаха пин хут каласа темле Таврида ҫинчен, шанчӑклӑ туссемпе гяурсем ҫинчен ҫухӑрашрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ман шутпа, ӑна престол памалла мар, аллине вӑрӑм пушӑ тыттармалла та сысна кӗтӗвӗ кӗттермелле.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех