Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмесӗрех (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мӗн каласса кӗтмесӗрех — темӗнле ырӑ шухӑш килсе кӗнипе пулас — Анишора Виктора хаваслӑн аллинчен тытрӗ:

Не дождавшись ответа, Анишора, осененная какой-то мыслью, весело схватила Виктора за руку:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ма мӑрьене хупмасӑрах ҫывӑратӑн, кӑмаку тахҫанах ҫунса тухнӑ вӗт, пӳртӗнче упа улать, — тесе вӑратрӗ ӑна Рита, вара, тусӗ вӑранса ҫитессе кӗтмесӗрех, юшкӑна хупса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анфис аппа сӑмахӗсене илтсен, Кӗркури хӑйне никам сӑмах парасса кӗтмесӗрех:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗвел ана пуҫланине астусан, ӗҫе пӑрахасса кӗтмесӗрех ушкӑнран васкавлӑн уйрӑлчӗ те кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑйсем вӑйӑ саланасса кӗтмесӗрех ҫаранӗ ҫине таврӑнчӗҫ, Ануксен хӳшшине кӗрсе выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вара мӗн? — Огуречников шухӑшне каласа пӗтерессе кӗтмесӗрех сӑмах хушрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Килтӗн-и? — терӗ те Лукарье, хирӗҫ каласса кӗтмесӗрех, яшка-ҫӑкӑр тыткалакан пӳлӗме кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иливан Тукай тухса кӑшкӑрасса кӗтмесӗрех утсене йӗнерлеме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗлӗнсе пӑхса выртакан ратниксем пӗр вӑхӑт хушши вырӑнтан та тапранмарӗҫ, унтан, ку мӗне пӗлтернине ӑнланса, ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, никам команда парассине кӗтмесӗрех крепость хӳмисем патнелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анна ларма каласса кӗтмесӗрех йӑлт! ҫеҫ сиксе ларчӗ, тилхепене ярса тытрӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Илсе парас-и сана? — терӗ те хитре йӗкӗт юлташӗ каласса кӗтмесӗрех хупах хуҫине кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ.

— Взять тебе еще? — И парень, не дожидаясь ответа, поманил хозяина кабачка.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӑлсам ҫырла татма килнӗ», — тесе вӑл хирӗҫ каласса кӗтмесӗрех вӑрманалла ҫаврӑнса утать.

— П… но ягоды они п… пошли, — и, не дожидаясь ответа, пошел прочь от костра, в лес.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсӗ Ухтиван пулӗ? — терӗ те вӑл ҫамрӑк хӑйне хирӗҫ каласса кӗтмесӗрех хӑвалӑхалла утрӗ.

— Ты ведь Ухтиван? — и, не дожидаясь ответа, зашагал обратно в тальник, на ходу бросив:

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялта кам та пулин чирлесе ӳкнине, хӗне кайнине пӗлсен карчӑк чӗнессе кӗтмесӗрех ун патне тухса утнӑ.

Стоило кому-то в деревне заболеть, поломать руку, ногу или попасть еше в какую беду, тетушка Ульдусь не дожидалась, когда за ней придут, а шла к бедняге сама.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кӗрсе ларма юрать-и унта? — терӗ те Савтепи Ухтиван каласса кӗтмесӗрех лупас еннелле утрӗ.

— Можно туда войти и посидеть? — вывела его из оцепенения девушка и, не дожидаясь ответа, прошла к сарайчику.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ан чӗн, ан кӗт: хӑех шырать, Хӑех, кӗтмесӗрех, пырать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Кабир старик килӗшессе кӗтмесӗрех хӑйӗн хапхи еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл арӑмӗ мӗн калассине кӗтмесӗрех айккинелле пӑрӑнчӗ, шлепкине тӳрлете-тӳрлете хирелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӑван хула ятне илтсенех хӗрача лаша тӑварассине кӗтмесӗрех пӗтӗм вӑйран килне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лашасем ытлашши хӑваласса кӗтмесӗрех машинӑна тикӗссӗн малалла илсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех