Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртнӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗл кунӗнчех вӑкӑра шыва кӗртнӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

«Симӗс ылтӑна» 35,2 тонна пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Предприятисем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 7840 тонна ытла пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн хушма хуҫалӑхӗн ӗҫ хӑвачӗ пысӑк - пӗтӗмпе 19 пин тонна енне тырӑ пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Сӑмах май, Вӑрнар районӗнче ЕГРН-а кӗртнӗ 55372 куҫман пурлӑх объекчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине тӳре-шарапа фотографсене ҫеҫ кӗртнӗ.

Как сообщается на форуме «Насвязи», в само здание детского сада при этом пустили только чиновников и фотографов.

Ача пахчине... ачасене кӗртмен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33596.html

Кӗртнӗ пулӗ, — терӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗне кӗмен чӑвашсене пӗтӗмпе вӑйпах тӗне кӗртнӗ те, вара чиркӳ лартатпӑр тесе, халӑх ячӗпе хӑйсемех, чиновниксем, приговор ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫуркунне ҫав сулӑсене Кукшак шывӗпе юхтарса Атӑла антарнӑ, унтан Энӗше кӗртнӗ, вара вӗсене Энӗшпе туртса Шӗшлӗ арманӗ хыҫнех ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Малашне православи тӗнӗн терминӗсен, унпа ҫыхӑннӑ уявсем тӗлӗшпе аташу, йӑнӑш пулмалла мар пек туйӑнать - тӗпчевҫӗ ҫак сӑмахсен словарьне те кӑларӑма кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ҫавӑн пекех кӗнекене тӗп хулари урам, тӳрем е поселок ячӗсене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ҫакна шута илсе Геннадий Дегтярев интернетпа компьютер терминологине тӗплӗ тишкернӗ, ҫак сӑмахсене /вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла/ кӗнекене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Унта ҫутӑ, ӑшӑ пур, шыв кӗртнӗ, ваннӑйӗнче те ҫӑвӑнма пулать.

Там светло, есть отопление, проведена вода, можно мыться в ванной.

Мӑн Тукташри ҫемьене хӑтлӑ ҫурт туса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33476.html

Ҫав кунах каҫалапа Сбоева инспектор патне чӗнсе кӗртнӗ.

В один из дней в конце занятий Сбоева пригласил инспектор семинарии.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

ЧР Цифра министерствин ертӳҫи Кристина Майнина иртнӗ ларура тунӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх пурнӑҫа кӗртнӗ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Районта ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ пултӑр тесе сахал мар проекта ӗҫе кӗртнӗ: ача-пӑча площадкисем тунӑ, ҫулсене юсанӑ, ҫӗннисене хута янӑ, ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем пур.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Газ кӗртнӗ ҫуртсене пӑхса тӑрас, юсас енӗпе А.К.Гимальдинов мастер служби ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

— Газ участокӗн ӗҫченӗсем районти 52 ялти ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ 8500 пурӑнмалли ҫурт-йӗре, предприятисемпе организацисен, учрежденисен хутса ӑшӑтмалли 240 котельнӑ- йӗсене пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Сентябрӗн 5-мӗшӗ тӗлне районӗпе пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 36855 тонна пуҫтарса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Хальлӗхе ҫак ӗҫе 1 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 40 тонна пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 400 центнер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/06/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех