Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртнӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Николаевсен ятне ЗАГС пайӗнче упранакан юбилярсен Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Хӑтлӑ пурӑнма мӗн кирли пурте пур: душ кабини, санузел, ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Ҫичӗ ҫулта вӑрах тӗкӗнмен 127 000 гектар ҫӗре йӗркене кӗртнӗ, халӗ унта тӗрлӗ культура туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

2023 ҫулта хваттерсемпе тӑлӑха юлнӑ 315 ачана тивӗҫтерме плана кӗртнӗ тата тепӗр 65-шӗ ҫурт-йӗр туянмалли сертификата тивӗҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Ашшӗ-амӑшӗ хӳттисӗр тӑрса юлнисене хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес тесе ҫителӗклӗ улшӑнусем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Ҫитес тапхӑрпа микрорайона ҫӗнӗ шкул туса лартма плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

«Чӑваш Республикин Правительстви кашни муниципалитет округӗнче пӗрер ҫӗнӗ объект хута яма плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Кунта патӑрьелсен тӳпи пысӑк, вӗсем 420 гектара ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152

Баннера ҫакса хунӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫын штаба «Кылычдароглу кандидат пулмалла мар» ҫырнӑ плакатсемпе пынӑ, хирӗҫленӗ, ҫак ыйтӑва кун йӗркине те кӗртнӗ.

После того, как баннер был вывешен, несколько человек пришли в штаб с плакатами с надписью «Кылычдароглу не должен быть кандидатом», протестовали и включили в повестку дня.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Пурнӑҫран уйрӑлнисемпе сыв пулӑшмалли объект вырӑнне 2016-мӗш ҫултах ятарлӑ ҫӗр лаптӑкӗн шутне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Пӗчӗк тата вӑтам услам, цифрӑллӑ экономика, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ, халӑхсен хушшинчи коопераци тата экспорт – ку проектсене ӗҫе кӗртнӗ чухне пӑхса хӑварнӑ нухрата пӗтӗмӗшле тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60545

Наци проекчӗсене пурнӑҫлама иртнӗ ҫул пӗрлештернӗ хыснара 14 миллиард тенкӗ ытларах пӑхса хӑварнӑ пулсан, 95 процента яхӑн кӗмӗле ӗҫе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60545

Пӗр ҫулхине вӗсене, студентсене, ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Казахстана тыр-пул пухса кӗртнӗ ҫӗре ӗҫлеме илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Район администрацийӗн комиссийӗ ӑна авариллӗ ҫурт-йӗр йышне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Асӑннӑ наци проектне пурнӑҫа кӗртсе иртнӗ ҫулсенче 19,8 пин обществӑлла хутлӑха тата 29,5 пин нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Объекта «Единая Россия» Халӑх программине кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Пӗлтӗр ҫак вӑхӑт тӗлне 3 000 гектар ҫӗре ҫеҫ ӗҫе кӗртнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ЕРРНа федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗ пек кӗртнӗ.

Мокринский мост в Канашском районе был внесен в ЕРРН как культурное наследие федерального значения.

Мӑкӑр кӗперӗ федераци пӗлтерӗшлӗ культура объекчӗ пулса тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34906.html

2023 ҫулта пӗтӗмпе 550,7 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тӗрлӗ ӳсен-тӑран культурине акса хӑварма плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Икӗ ҫулта нумай ӗҫ туса ирттернӗ: залсене ҫӗнетнӗ, ҫурт тулашне йӗркене кӗртнӗ, сӑнав камерисем вырнаҫтарнӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех