Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртме (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача-пӑчасене аталантарма, вӗсене кӑсӑклантаракан мероприятисене шута илсе, мӗнпур проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ҫак рабочисемпе хресченсен влаҫӗ тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан пур ҫынна та ӗмӗрхи ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме май туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Паянах, ҫук, паянах мар, паян шӑнӑҫусӑр теҫӗл, «кутранах йӑштакан, вут хуракан» ӗҫ пур, ыранах Патшалӑх Думине саккунсем пуҫарас йӗркепе Уголовнӑй кодекса ҫакӑн пек вирлӗ, ҫӗнӗ статьясем кӗртме сӗнӳ тӑрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Мӗнпе чирленӗ, ҫавӑ ҫеҫ чӗм кӗртме пултарать ман пуҫа.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пуҫланӑ вара ҫакскер арӑмне тум-хаяррӑн урипе те чӑмӑрӗпе ӑса кӗртме, «тӳсе, унран сӳс тӑпки тума».

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Шӑпах халӗ пӑрӑхсем хума, электричество кӗртме е улӑштарма сӗнеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем.

Именно сейчас займитесь трубопроводом и электричеством.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ партнерсем плансене пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ.

Новые покровители или партнёры окажут помощь в реализации намеченных планов.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсене йӗркене кӗртме пултарать-и?

Как вы думаете, может ли Чувашия привести в порядок военкоматы?

Элтепере ҫар комиссариатне юсама ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34451.html

— Ун патне татах килчӗҫ, кӗртме ирӗк ыйтаҫҫӗ, — терӗ ҫамрӑк сестра, алӑка кӑштах уҫса, Андрей умӗнчи тухтӑра.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лена хыпалансах чӗпӗсене сарайне хӑваласа кӗртме пуҫларӗ, анчах темиҫе пин чӗппе пӗччен хӑваласа кӗртесси пӗрре те ансат япала мар.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗвел анма пуҫласан, хӗрсем чӗпӗсене сарайне кӗртме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрӗҫне улшӑну кӗртме вӑхӑт ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Хӑюллисемпе хастаррисен йышне ҫавӑн пекех Чӑваш Ен чемпионне Александр Смирнова, Раҫҫей шкул ачисен спартакиадин призерне Максим Яковлева, Екатерина Мулендеевӑпа Надежда Сабуровӑна, Илья Маловпа Артем Горбунова кӗртме пулать.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Хальхи ӗҫ-пуҫа йӗркене кӗртме ӑнӑҫлӑ эрне.

Этот период благоприятен для того, чтобы исправить текущее положение дел.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑҫала валли 4 проект хатӗрленӗ, пурте пӗрле тӑрӑшсан вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулатех.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Хальхи вӑхӑтра республикӑри инвестици аталанӑвӗн агентстви 52 млрд тенкӗлӗх 56 проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Александр Николаевич хӑй сӑмахӗнче паян мӗн тунипе ҫеҫ ҫырлахса лармасӑр ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшмаллине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Хӑть хӑш выльӑха та зоогигиена йӗркисемпе килӗшӳллӗн пӑхса усрамалла, апата ют регионсенчен кӳрсе килмелле мар, илсе килнӗ пулсан пӗҫерсе е пысӑк температурӑра пӑшӑхланӑ хыҫҫӑн тин ҫитерме юрать, витесене кӗрекен алӑксем умӗнче дезоматсем вырнаҫтармалла, ун ҫине пусса кӗмелле, ют ҫынсене витене кӗртме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех