Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртет (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20 пин ытла ҫын тата виҫӗ пин ытла строительство организацийӗ республикӑн хӑйне евӗрлӗ архитектура сӑн-сӑпатне йӗркелет, ҫав хушӑрах унӑн историлле уйрӑмлӑхне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшать; инженери, социаллӑ пурнӑҫ тата транспорт инфратытӑмӗн объекчӗсене тумалли, ҫурт-йӗр туса лартмалли тата территорисене тирпей-илем кӗртмелли программӑсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртет.

Более 20 тысяч человек и свыше трех тысяч строительных организаций формируют неповторимый архитектурный облик республики, сохраняя при этом ее историческую идентичность, реализуют программы строительства объектов инженерной, социальной и транспортной инфраструктуры, жилищного строительства и благоустройства территорий.

Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya

Ҫапла, Ҫӗлене ҫиме хӗр пани ҫинчен, анчах тӗлӗнмелле хӑватлӑ ҫын тупӑнса мӗскӗне вилӗмрен ҫӑлни пирки тӗлӗнмелле хайлавсем шутласа кӑлара пуҫланӑ54. Ку йышши мотивсене тутар тӗпчевҫи (акӑлчан ученӑйӗн Ричард Фрей шухӑшӗ ҫине таянса) йышӑннӑ сюжетсен шутне кӗртет.

Люди перестали поклоняться змею (дракону), и тогда стали из уст в уста передаваться впечатляющие истории о том, как человек необыкновенной силы спасает от змея отданную ему на поругание несчастную девушку. Татарский исследователь Л. Замалетдинов (отталкиваясь от рассуждений английского ученого Ричарда Фрея) относит подобные мотивы к вышеназванному сюжету.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Каярах, 1960 ҫулта, Н.В. Никольский хӑй архивӗнчи текстсене «Юмахсем» кӗнекене кӗртет, унта 4 паттӑр юмахӗ пичетленнӗ.

Позднее, в 1960 г., Н.В. Никольский опубликовал книгу «Сказки», включив в нее тексты из личного архива, в числе прочих — 4 богатырские сказки.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗн ҫул-йӗрӗпе шанчӑклӑн малалла утать, ку чухнехи малта пыракан цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртет тата паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсене анлӑлатать.

Сегодня Почта России находится на новой стадии развития, внедряет в работу самые современные, передовые, цифровые технологии и расширяет спектр предоставляемых услуг.

Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/09/ole ... skoj-pocht

Хӑйне телейлисен шутнех кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Тукмак сӑвай юпине шӑн витӗр те, чул ҫине те ҫапса кӗртет.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑш вӑхӑтра килмеллине, мӗскер тумаллине тӑна кӗртет пите лайӑх».

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шӑл шаклаттарса хӗрӳллӗн чуптуни вӑй кӗртет тет.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫитес кӑларӑмра автор кӗнекене ҫӗнӗ юмахсем кӗртет, вӗсем Лапшу Ҫтаппанӗн сӑнарне тата уҫӑмлӑрах, туллинрех кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унтан Ю. Петуховӑн «Куҫа хупса ан иртӗр» (Л. Агаков куҫарнӑ), А. Грибачевӑн «Василиса кин кӗртет» (И. Краснов куҫарнӑ), ҫавсемпе пӗрлех П. Емельянов драматургӑн «Яланах пӗрле» пьесисене лартмалла.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Тимахван хӗрӗ Ӑвӑслӑхри Микихвере киле кӗртет тенине илтнӗччӗ эп.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑхӑта пӗлни ҫынна йӗркене кӗртет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чи ҫывӑх ҫынсене, хӑй шанакан ҫынсене ҫеҫ хӑй патне кӗртет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Наследие» шырав отрячӗ хальхи вӑхӑтра «Партизансен сукмакӗсемпе» проект пурнӑҫа кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Кашни хӑй ӗҫне сан наряду ҫине кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Ҫӳҫӗ тӗслех хура куҫӗ ҫак шуранка питлӗ хӗре темӗнле чӗрӗлӗх кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хуп-хура тирпейлӗ уссийӗ тӑваткалрах питне темӗнле шухӑшлӑх кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

АПШ экс-президенчӗ Ф.Рузвельт: «Тӑван ҫӗр тытӑмне аркатакан хӑйне тӗп тӑвать, тӑпра пулӑхӗ ҫинчен шухӑшламан патшалӑх хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртет», - тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Марине пыл хуртне чи телейлисен йышне кӗртет, мӗншӗн тесен Марине сарӑ чечеке пӳрнипе ҫеҫ ачашлать, пыл хурчӗ вара чечек ӑшне кӗре-кӗре тухать, сарӑ утрав ҫинче йӑваланать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Вӑл старшинана ялти шкулта ӗҫлеме сӗнет, ачасене ҫар ӗҫне вӗрентнинчен кирли урӑх нимӗн те ҫук, тесе ӳкӗте кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех