Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрех (тĕпĕ: кӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним шиксӗр ӗҫлетчӗҫ, кушак мяуклатнӑ сасӑ хӑлхана кӗрех каять.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кӗрех, кӗрех, Сӑпани! — кутӑн-кутӑн чакса, Сӑпание ҫул пачӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫур ҫӗр ҫитсен ним пӗлми хуйхӑрса ларакан хӗр хӑлхине шыв выляса шӑмпӑртатни кӗрех каять.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кӗрех, кӗрех! — савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ каччӑна пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ман хӑлхана мотор сасси кӗрех кайрӗ — сасартӑк вӑранатӑп та кӗпер ҫине тинкеретӗп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫапла шутларӗ ҫеҫ, сылтӑм аллине ӑнсӑртран ҫур кирпӗч кӗрех кайрӗ, вара пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те шыв юхакан ҫӗрте ҫӑлтӑр пек ҫутӑ асӑрхарӗ, унтан пӗтӗм вӑйран ҫав вырӑна кирпӗчпе тӳплеттерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

— Телейлӗ ҫул! — терӗ те пуп майри вӑрт ҫаврӑнса шалти пӳрте кӗрех кайрӗ.

— Счастливого пути! — пожелала та и, проворно развернувшись, скрылась за внутренней дверью.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара Янтул аллисене ҫӗрелле лашт усрӗ, шӑм-шакне ҫемҫетрӗ те палт ҫаврӑнса кантура кӗрех кайрӗ.

Но вот Яндул наконец разжал пудовые кулаки, опустил руки и, резко развернувшись, зашагал в контору.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсен ури сассипе шалти пӳртрен пӗр хӗрӗх патнелле ҫывхарнӑ сарӑ вырӑс утса тухса хӗр еннелле аллине тӑсрӗ те: «Йӑван пиччӳ пулатӑп. Пирӗн ыттисем мунчана кайнӑ-ха. Эпӗ ҫывӑрма хатӗрленнӗччӗ те, кунта хӑвӑрах хуҫа пулӑр», — текелесе каялла кӗрех кайрӗ.

На звук их шагов из передней половины вышел русский мужчина лет сорока и протянул девушке руку: — Здравствуйте, я дядя Иван. Домашние мои в бане моются. А я вот собрался подремать, так что будьте тут сами хозяевами, — и ушел.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иван хулӗпе пӗрех пырса тӗкет те, нӳхрепе кӗрех каять…

Как он саданет плечом — и в подвал…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӗрех пекарньӑна…

— Иди в пекарню…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Кӗрех, Джим, — терӗ капитан.

— Войди, Джим, — сказал капитан.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Аллисене саркаласа, кула-кула тапӑнса пыракан йӗкӗт серепинчен хӑтӑласла, кӑмака ҫывӑхӗнче пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле пӑр та пӑр варкӑшма тытӑннӑччӗ кӑна хӗр — шӑп ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте йӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ Елькка кӗрех тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Савӑнӑҫлӑ чӗриклетсе, шӑтӑкран кӗрех кайнӑ, хӳри ҫеҫ курӑнса юлнӑ.

Весело чиликнув, он быстро юркнул в оконце, только хвостик мелькнул.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Люба амӑшӗ Любӑна хулайӗнчен тытрӗ те: — Ну, кӗрех ӗнтӗ. Пыр, кайса ачашла крокодила, — терӗ.

Любина мама взяла Любу под мышки и говорит: — Ну, полезай. Пойди погладь крокодила.

Люба крокодилтан хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кӗрех, Метробий, эсӗ пӳртре ӑҫта каймаллине пӗлетӗн.

— Входи же, Метробий, ты знаешь расположение дома.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тилӗ хӳрине кӑна кӑтартнӑ, хӑйӗн йӑви тӗлне ҫитнӗ те ҫӗр шӑтӑкне кӗрех кайнӑ.

Лиса — наутек, добежала до норы, хвостом вильнула и пропала, будто ее и не было.

Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

— Юрӗ-ҫке эппин, хӑяматне кӗрех кайтӑр! — терӗ вӑл.

Сказал: — Ну ладно, черт с тобой!

Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ак, ҫӑварна кар та — кӗрех каять ҫуллӑ аштатки.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сасартӑк, ҫул кукринче, вакун пӗррех тайӑлса илчӗ те, пирӗн Маринка, сулӑнса кайса, йӗкӗт ытамне кӗрех ӳкрӗ, пурте ахӑлтатса кулса ятӑмӑр — тинех чӗлхи салтӑнчӗ хайхискерӗн:

Но вот на крутом повороте вагон так качнуло, что Маринка очутилась в объятиях этого парня, все рассмеялись, и он после этого расхрабрился:

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех