Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрессе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фестивале йӗркелекенсем атмана кун чухлӗ дельфин кӗрессе шутламан, анчах та ирӗке ярас вырӑнне ытлашши дельфинсене пурне те вӗлерме йышӑннӑ.

Организаторы фестиваля оказались не готовы к такому улову и вместо того, чтобы позаботиться об освобождении, оказавшихся лишними, дельфинов, было принято решение убить их всех.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Хӑй патне кӳршӗ-аршӑсем кӗрессе кӗтсе ларчӗ вӑл каска ҫинче, анчах, Сантӑркка ӗнине суса сепаратӑра кайса киличчен ларсан та, килен-каян пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта хута кӗрессе шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кунашкал пӗтӗм ял куҫӗ умӗнчех ют хӗрарӑм патне кӗрессе кӗтменччӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачин сассине илтет пулсан та чӗнмест, пӳрте кӗрессе кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Эппин, вӑй кӗрессе, чун лӑпкӑлӑх тупасса кӗтӗр.

Так что вы вправе рассчитывать на прилив энергии и гармонизацию внутреннего мира.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хусанти федераци университетне, юридика факультетне кӗрессе шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗл пирӗннисене! // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-07-0 ... ne-3325142

Паҫӑр шавласах кӗчӗҫ-ха та кӗрессе, анчах халь нимле пулма та аптрани сисӗнет вӗсен сӑнӗсенче, хусканӑвӗсенче, ӳсӗрес килмен ҫӗртенех ӳсӗркелесе илнинче.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апла пулсан, вӑл тырӑ пурпӗрех кӗлете кӗрессе, епле ҫанталӑк пулсан та, уй-хирти ӗҫ вӗҫленессе шанать, чакма, парӑнма шутламасть.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Елюк ик-виҫ утӑм чакса тӑчӗ, ман ҫине хута кӗрессе кӗтнӗн пӑхса илчӗ те кӑмака умнелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Яла договорпа ӗҫлеме кайсан вара — эрнере тӑватҫӗр-пилӗкҫӗр тенкӗ алла кӗрессе кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑпланнӑ телефона тепӗр хут чун кӗрессе усӑсӑр кӗткеленӗ хыҫҫӑн Таранов каллех ручка тытрӗ, анчах унӑн пуҫӗнче ҫырас шухӑш мар, урӑххи:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хам та пӗлместӗп — мӗншӗн, анчах вӑл пӳрте кӗрессе хумханса кӗтрӗм эпӗ, ӑна ман хӑвӑртрах курас килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тата тӗне кӗрессе Кӑмӑл кирлӗ килӗшсе, — Вара Урха хӑватне Хӑртса лартма ним те мар: Унӑн харсӑр ҫунатне Касӗ хӑйех Шупашкар»…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ревлен вырӑнӗ ҫинчен ҫӗкленчӗ, алӑкран халь-халь питӗ ҫывӑх ҫын килсе кӗрессе кӗтнӗн ӑнтӑлса пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Учитель класа килсе кӗрессе кӗтсе, ачасем тепӗр темиҫе минутран хӑйсен вырӑнӗсене кайса ларчӗҫ.

Спустя несколько минут ребята расселись по своим местам в классе в ожидании учителя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Кам шутланӑ сана сӑн кӗрессе, эсӗ кун пек чиперленессе?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӗрӗссипе, вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче пӗртен пӗр ывӑлне кӗтсе илесшӗнччӗ; мӗнле пулсан та, ывӑлӗ тӑван киле пӗр-пӗр кун килсе кӗрессе шанатчӗ, мӑнтарӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл ашшӗ-амӑшӗ хута кӗрессе шаннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл, иккӗшӗ тӗл пулсанах, Михха ятлаҫма тытӑнасса е чӗрре кӗрессе кӗтрӗ, ӑна тивӗҫлипе хирӗҫ тавӑрма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех