Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпӳ (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑв ҫине тӑрса та ӗҫлемерӗн, кӗпӳ вара тытса пӑрмалӑхах пулнӑ!

— Помахал топориком, и уж рубаху хучь выжми?

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗпӳ аркине шӑлпа ҫыртасчӗ те, ларасчӗ чӗнмесӗр, — илтӗнчӗ тахӑшин хӑйӑлтатакан хулӑн сасси.

Взяла бы подол в зубы да помолчала, — чей-то хриповатый басок.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫӗкле кӗпӳ аркине!

— Подставляй рубаху!

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

26. Ҫакӑншӑн кӗпӳ аркине питӳ ҫинех ҫӗклӗп, ан тив, намӑс вырӑну уҫӑлтӑр.

26. За то будет поднят подол твой на лице твое, чтобы открылся срам твой.

Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.

22. И если скажешь в сердце твоем: «за что постигло меня это?» - За множество беззаконий твоих открыт подол у тебя, обнажены пяты твои.

Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Арман чулӗ тыт та тырӑ авӑрт; пӗркенчӗкне хыв, кӗпӳ аркине ҫӗкле, уру туни уҫӑлтӑр, вара каҫах юханшывсем урлӑ: 3. ҫарамасу уҫӑлӗ, ачаш вырӑну та курӑнӗ.

2. Возьми жернова и мели муку; сними покрывало твое, подбери подол, открой голени, переходи через реки: 3. откроется нагота твоя, и даже виден будет стыд твой.

Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех