Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен тӗнчине ҫын пырса кӗнӗшӗн хӗпӗртенӗ вӑрӑмтунасем, юншӑн вилӗмрен те хӑраманскерсем, кӑшӑл сырӑнаҫҫӗ; вӗсем, ҫӑвара лексе, хӑлхасенчен сӗрлесе вӗҫсе тухнӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗрсе тухнӑшӑн, кучченеҫ илсе кӗнӗшӗн тав туни.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Мана, атьсемри, айӑпа кӗнӗшӗн пӗррехинче хулӑпа та хӑналаса «чыс» тунӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Эпӗ кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗшӗн тӗлӗнетӗр пуль-ха.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Халь вӑл ырӑ сунакан вырӑс хӗрарӑмӗ умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑ шухӑш пырса кӗнӗшӗн Ирина хӑйне шоколад парнеленӗ чухнехи пекех савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Марина Николаевна волонтерсен йышне 8 ҫултан иртейнӗ ачасем те кӗнӗшӗн савӑннине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Ашшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн Якур кулянать.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Каҫарӑр тархасшӑн, Игнат Петрович, сирӗн пата ҫумӑр витӗрех килсе кӗнӗшӗн, — терӗ вӑл сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сакӑр ҫул вӗренмелли шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн педучилищӗне вӗренме кӗнӗшӗн ӳпкелешет.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗскӗн чӑваш ҫӗре кӗнӗшӗн Савантер айӑплӑ мар-ха ӗнтӗ, вӑл ҫакна лайӑх пӗлет, ҫапах та ҫав ҫамрӑкӑн ҫӗре чикес умӗн куҫӗнче упраннӑ ӳпкеве, тархаслӑва, ылханӑва ниепле те манма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ҫапла килсе кӗнӗшӗн Укаслу Пӳлӗхҫе тав турӗ, атту унӑн нуши темӗн чухлӗхе тӑсӑлатчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ хӑй пуҫне ҫакӑн пек ырӑ шухӑш пырса кӗнӗшӗн питӗ савӑннӑ, керменне мӗн пур турӑсене пуҫтарнӑ та чаплӑ уяв туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савин, вӑрҫӑран таврӑнсан, хӑй лартнӑ йывӑҫсем тӗрӗс-тӗкелех сыхланса юлнишӗн, вӗсем тӗрекленсе ӳснишӗн савӑнчӗ, анчах савнӑ арӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн чӗререн хуйхӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Урсэкие пырса кӗнӗшӗн старик сайра хутра кӑна ҫакӑн пек хӗпӗртет.

Редко бывало, чтобы старик так радовался посещению Урсэкие, как сейчас.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан вӗсем дирекцие вӗренекенсен комитетне йышӑнтарма, Колесникова ирӗке кӑларас тесе хут ҫыртарма, айӑпа кӗнӗшӗн асаплантарассине пӑрахӑҫлаттарма, пурнӑҫ условисене лайӑхлатма ыйтаҫҫӗ.

Далее, ученики требовали признания своего комитета, ходатайства за освобождение Колесникова, упразднения телесных наказаний, улучшения бытовых условий.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӗнле асапланнине — ҫук, суран ыратнипе мар, чун ыратнипе асапланнине — Таня курчӗ те хӑй ҫакӑнта Вадимпа килсе кӗнӗшӗн вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Комсомол ретне кӗнӗшӗн ашшӗ ӑна ятлама мар, мухтама ҫеҫ пултарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн пек, нпме тӑман япалашӑн, пӑртак ҫеҫ айӑпа кӗнӗшӗн, калӑпӑр, урайне Ӳкерсе кашӑка катса пӑрахнӑшӑн, ҫухӑрашмасть».

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех