Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗренпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑрӑх ҫӗрте пурӑнакан халӑхсене пурӑнма юлашки 50 — 70 ҫул хушшинче, унта Европӑран капиталистсем пырса кӗнӗренпе, пит йывӑр пулса кайрӗ.

Особенно тяжело стало жить народам жарких стран последние 50–70 лет, когда там появились европейцы-капиталисты.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Упӑшки ӑна килсе кӗнӗренпе те пӗр сӑмах та чӗнмерӗ-ха, Васса хӑй те нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Фабрикӑна килсе кӗнӗренпе те, вуникӗ ҫул хушшинче, пилӗк-ултӑ хут кайнӑ-и, ҫук-и.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Савнӑ упӑшки ҫӗре кӗнӗренпе вӑл пӗчченлӗхре кун-ҫӗр ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗнӗренпе икӗ сехет ҫурӑ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Мӑшӑр ҫӗре кӗнӗренпе февралӗн 23-мӗшӗнче ҫулталӑк ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Василий Кошкин-Кервен поэт «Тӑван Атӑл» журнал ҫинчен каласа кӑтартрӗ, «Хыпар» ИҪ тытӑмне кӗнӗренпе вӑл лайӑх еннелле улшӑнма тытӑннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Артеле кӗнӗренпе Лавр кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫа пӗлми ӗҫлерӗ: тӗрлӗ организацисем валли вывескӑсем, плакатсем, лозунгсем ҫырчӗ, магазинсен витринисене илемлетрӗ, портретсем пысӑклатса ӳкерчӗ, ытти вак-тӗвекпе аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Январь уйӑхне кӗнӗренпе вунӑ ҫын ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралакансем сахал, вилекен йышлӑ // О.ФЕДОТОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/c%d1%83%d1% ... 88%d0%bba/

— Семен Петрович бригадира кӗнӗренпе палламалла мар улшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑл килсе кӗнӗренпе кунта та типӗтнӗ хӑмла ҫырлипе улӑх ути шӑрши кӗре пуҫларӗ.

С ее приходом домик Яриле тоже пропах травами, сушеной малиной, взварами…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсир двореца килсе кӗнӗренпе эпӗ урӑх никама та курмастӑп.

С того дня, как вы появились во дворце, померкли все.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кабир ӗҫе кӗнӗренпе Тутаркас правленинче выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен кӑна калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоза кӗнӗренпе Назиб вӗҫӗмсӗр бригадир пулса ӗҫлет, ку ӗҫрен вӑл пӗрре те пушанса курман.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗнӗ ӗҫе кӗнӗренпе Ятман хӑй те Левентей патӗнче сайра-хутра ҫеҫ пулкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

2014 ҫултанпа, мӑшӑрӗ ҫӗре кӗнӗренпе, пӗчченех пурӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Пӗве кӗнӗренпе куҫран куҫҫуль кӑларман Ахтупай ҫак самантра ун пуҫӗ ҫине пӗр тӑруках темӗн чухлӗ телей йӑтӑнса аннӑран пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата Пинеҫ инке ҫакна асӑрхать: Эрнепи килсе кӗнӗренпе Альпин те кӑмӑлӗ нумай улшӑнчӗ, хӑйне хаваслӑрах тытакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн пур хирӗҫӳсене тавлашса кӑна татса памалла пулсан эпир, тен, ҫӗнтернӗ те пулӑттӑмӑр, — терӗ Бозек кунта килсе кӗнӗренпе пӗрремӗш хут кулам пекки туса.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку кӑмӑла пӑтратакан йышӑну пӗтнӗ хыҫҫӑн аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне вырнаҫса ларчӗ те кӗнӗренпе пӗрремӗш хут хӑюсӑррӑн таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех