Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юпа ҫумӗнче сӗвӗнсе тӑракан Левене тӑрук ӑшӑ пулса каять, хӗллехи уҫӑ сывлӑшра та ҫулла ешерекен фацели чечекӗн сенкер шӑршийӗ кӗнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Салтаксен, асамлӑ вӑй пырса кӗнӗн, пӗр ҫын пек, шутлӑ ҫеккунтсем хушшинчех строя пырса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӑн кӑмӑллӑскер, ҫын умӗнче пуҫне каҫӑртса ҫӳреме хӑнӑхнӑскер, халӗ ял хушшинче хӑйне темле айӑпа кӗнӗн туять.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каллех хута кӗнӗн ҫемҫе сасӑ ҫине куҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Йӑмӑкӑм, эсӗ упӑшкунтан уйрӑласшӑн-и? — хута кӗнӗн ыйтрӗ пуп.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӗпӗр унпала хӑй килӗнче тӗл пуласса тӗлӗкре те курмантан малтанах ҫухалса кайнипе ӑна чи хаклӑ хӑна килсе кӗнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗлпулу тата ытларах общежитире пулса иртмелле пек туйӑнать: вӑл ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре Мукин урай варринче тӑрать, айӑпа кӗнӗн, каҫару ыйтнӑн ун ҫине пӑхса: «Акӑ эпӗ таврӑнтӑм, сансӑр пурӑнаймастӑп, Вӗҫелис…» — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Вӑхӑт пулмарӗ Хурашыва пыма, — айӑпа кӗнӗн пуҫне чикрӗ Иванов.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Туратран-тумхахран такӑнмасӑр утма ҫук ӗнтӗ вӑрманта, — хута кӗнӗн сӑмах хушрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сехет те хытӑрах шакканӑн, хӗвел ҫути те ытларах кӗнӗн, чечексен ҫеҫкисем те хӗрлӗрех-кӗренрех курӑннӑн туйӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫук, юрӑ ун хӑлхине кӗнӗн туйӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кудряшов ҫапла ыйтсан, бригадир хӑма татӑкӗ ҫине анас пурттине сывлӑшра тытса чарчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ, анчах секретаре куҫран пӑхаймарӗ, пирӗн еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ, куҫне тем кӗнӗн шӑлкала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйӗнпе пӗрле вӑл пӳрте темле ачаш лӑпкӑлӑх илсе кӗнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Манӑн хура-шур самаях тӑпкалантарнӑ чӗре сакӑлтӑклӑн кӑрт! турӗ те, пӑр пек сивӗнсе, йӗп тирӗнсе кӗнӗн ыратса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хыҫҫӑнах пуҫне тем мӑки савӑллансах тирӗнсе кӗнӗн туйӑнчӗ ӑна, ҫавна пула, шӑлне ҫыртса, йынӑшкаласа, каллех пӗр хускалми выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ҫурта эпӗ паян мар, тахҫан, нумай-нумай ҫул каялла, колхозсем тӑвичченех, килсе кӗнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унпа пӗрле тасалӑх кӗнӗн туйӑнать, сывлама та ҫӑмӑлрах та ырӑрах.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

— Нимӗн те ҫок пирӗн, — айӑпа кӗнӗн мӑкӑртатрӗ Ярмулла.

— Ничего у нас нет, — виновато пробубнил Ярмулла.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗн тӑвӑпӑр? — терӗ Микки айӑпа кӗнӗн.

— Что же делать? — виновато начал Микки.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр хӑй патне пырса тӑрсан, каччӑ, купӑсне чарса, Анушка ҫине айӑпа кӗнӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех