Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнине (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин Шупашкар гидроэлектростанцийӗ шӑпах ӗнтӗ Ильичӑн ҫутӑ ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗнине кӑтартакан тата тепӗр маяк пек ҫуталса кайӗ!

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Документсем ӑҫта кайса кӗнине никам та татса калаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ку колонна тӗрмене хупнӑ юлташсене, вӗсем те Хӗрлӗ Ҫарӑн малти колоннисем хулана кӗнине курччӑр тесе, ирӗке кӑларма васкарӗ.

Колонна спешила освободить заключенных товарищей, чтобы и им выпало счастье увидеть вступление первых колонн Красной Армии в город.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапла вара, Доруца хӗрсе кайсах хута кӗнине пула, Ромышкануна комсомола илчӗҫ.

Так, благодаря страстной поддержке Доруцы, Ромышкану был принят в комсомол.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шкул директорӗ Фабиан господин алӑкран кӗнине курсан, вӗренекенсем «смирно» команда панӑ чухнехи пек пӗр харӑс ура ҫине тӑчӗҫ, самантрах шӑпланчӗҫ.

При виде директора школы господина Фабиана, появившегося на пороге, ученики вскочили, как по команде «смирно».

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Класа шкул администрацийӗ «педагог» тесе чӗнекен Стурза надзиратель хӑш вӑхӑтра пырса кӗнине ачасенчен нихӑшӗ те асӑрхаймарӗ.

Никто и не заметил, как в класс вошел надзиратель Стурза, которого администрация школы величала «педагогом».

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лайӑх хыпара е япӑххине, ҫӗнӗрен хӑлхана кӗнине е киввине те тиркесе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Ҫав хӗр экзамен тытсах вӗренме кӗнине вӗлереп тесен те ӗненессӗм ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Алӑк уҫса кӗнине арӑм сисрӗ те кухньӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Ну, мӗнле? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Натюш, упӑшки салхуллӑ килсе кӗнине курса.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ кӗнине курсан та вӑл сӑмах хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Таҫтан-муртан сисетчӗ вӑл эп пахчана кӗнине, каллех нимӗн пулман пекех ҫитсе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Уретникпе земский начальник те Михха хутне кӗнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑна хирӗҫ ача йӑтнӑ Ваҫли, ун хыҫҫӑн Микула, Ҫтаппан тата Кӗтерук чиркӗве кӗнине курсан, тиечук кӑмӑлӗ улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр енчен, тикӗтпе вараласа намӑса кӗнине ҫуса тасатрӗ, тепӗр енчен — Сантӑрӑн мӑнаҫлӑхне ҫырлахтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Верук та, Микула пырса кӗнине асӑрхаман пек, ӗҫленҫи пулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хута кӗнине курсан, Верук татах хӑюлланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Кӗтерук — чӑх, Микула автан тытса кӗнине курсан. пӳртрисем ахӑлтатса кулчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуян та хӑватлӑ Михха арӑмӗ пырса кӗнине курсан, Мавра именнипе ним калаймасӑр хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, ывӑлӗ таврӑнасса кӗтсе ларнӑҫемӗн, вӑл ӗҫ кӑларма пултарас шанӑҫа ҫухата пуҫларӗ, анчах Микула хӗрӗнкӗрех килсе кӗнине курсан, тӗлӗннипе ним калама аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех