Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекене (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вагон еннелле утӑм тӑвиччен аякри янташӑма тытса ыталарӑм, «Малалла инкек-синкексӗр те хирсӗр пурӑнмалла пултар», — тесе ҫул ҫине вулама илнӗ «Чӑваш вӑрманӗ» кӗнекене парнелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫич-сакӑр ҫулхи арҫын ача кӗнеке патнелле кармашать-кармашать, анчах алли ҫитеймест, кӗнекене илеймест.

Куҫарса пулӑш

Тавҫӑрулӑх // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 35–36 с.

— Эпӗ автоинспекцин обществӑлла контролерӗ, — терӗ хӗрача, хӗрлӗ хуплашкаллӑ пӗчӗк кӗнекене кӑкӑрти кӗсйинчен кӑларса.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Эс панӑ кӗнекене вулатӑп та тӗлӗнетӗп, пит интереслӑ япала-ҫке вӑл мотор.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗнче «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекене хӑтлӗҫ.

12 декабря в Национальной библиотеке Чувашской Республики в рамках литературного клуба «Варкӑш» состоится презентация книги «Сенькасинские удалые парни».

«Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекене хӑтлӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36780.html

Кунсӑр пуҫне эпӗ хамӑн кӗнекене ҫӑмӑлттайланса ҫиелтен ҫеҫ вуланине юратмастӑп.

Ибо я совсем не хочу, чтобы мою книжку читали просто ради забавы.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫапла ӑнлантарни те мана тӳрре кӑлараймасть пулсан эпӗ акӑ мӗн каласшӑн: манӑн тусӑм та, ыттисем пекех, пурнӑҫ пуҫламӑшӗнче ача пулнӑ, ҫав пӗчӗкскере халалласшӑн кӗнекене.

Если же все это меня не оправдывает, я посвящу эту книжку тому мальчику, каким был когда-то мой взрослый друг.

Пӗчӗкҫеҫ принц // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак кӗнекене ҫитӗннисене халалланишӗн эпӗ ачасенчен каҫару ыйтатӑп.

Прошу детей простить меня за то, что я посвятил эту книжку взрослому.

Пӗчӗкҫеҫ принц // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӗнекене ӑсчахӑн истори, этнографи, фольклор, литература тӗпчевӗн ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх архивӗнче ал ҫыру халлӗн упранакан ӗҫӗсем кӗнӗ.

В книгу вошли труды ученого по вопросам истории, этнографии, фольклора, и литературного исследования, хранящиеся в научном архиве Чувашского государственного института гуманитарных наук.

Гурий Комиссаров (Вантер) Ҫырнисен пуххин I томӗн хӑтлавне йыхравлатпӑр // Алексей Леонтьев. https://chuvash.org/news/36188.html

Вара вӑл, хӑйӗн совеҫӗпе канашласа илес вырӑнне, кашнинчех «святцы» текен кӗнекене пӑхсан, ҫав кӗнеке вӗрентнӗ пек ҫеҫ туса пырсан, юлашкинчен чунсӑр чул юпа кӑна пулса тӑрать те, хӑйне те, ҫынсене те сиен кӳрет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн алли ҫав пӗчӗк кӗнекене тата темле конверта хыпашласа тупать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ, вӑхӑчӗ мӑскалпа виҫӗнет пулин те, Васса кӗнекене алрах тытса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗнекене сӗтел ҫине илсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса упӑшки ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ те: — Кайса ил кӗнекене! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл тинех ҫав хулӑн кӗнекене сӗтел ҫине шалт! тутарса пӑрахрӗ те теприне, ҫӳхереххине, ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавна асра тытса, эпӗ Сире ҫав кӗнекене ҫапса кӑларас ӗҫе хутшӑнма ыйтасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӗсем тупнӑ кӗнекене ҫавӑнтах пӑрахса хӑвараҫҫӗ те хӑйсен ҫулӗпе утаҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Кӗнекене кун пек калавсен шутне тата «Чапаенок», «Качака», «Кӳрентерӳпе каҫару» калавсене кӗртме пулать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Кӗнекене уҫакан калав — «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр».

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

«Тӑван сасӑсем» кӗнекене уҫса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех