Шырав
Шырав ĕçĕ:
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф Египет ҫӗрӗнчи тата Ханаан ҫӗрӗнчи мӗнпур кӗмӗле, тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗле, пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та фараон килне панӑ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ кӗмӗле те сана Ханаан ҫӗрӗнчен каялла илсе килсе патӑмӑр: епле-ха эпир санӑн хуҫу ҫуртӗнчен кӗмӗл е ылтӑн вӑрлама пултарнӑ?
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20. каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21. ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22. тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ, 28. вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан Иосиф вӗсен миххисене тырӑ тултарма хушнӑ, вӗсем тӳленӗ кӗмӗле кашнийӗн миххине каялла чикме, вӗсене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15. пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сутрӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16. ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн каланине пурне те ту, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӳлевлӗ мероприятисенчен пуҫтарӑннӑ кӗмӗле принтер, сцена ҫине тухмалли тум туянма янӑ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Счет ҫине кӗнӗ кӗмӗле районти шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен пурлӑх базине ҫирӗплетме, йывӑр шӑпаллӑ ҫемьесене пулӑшма, спорт тумӗсене туянма тата ытти сӑлтавпа та усӑ курнӑ.
Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11