Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗмен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи каникул кунӗсенче ачасем хиртен кӗмен тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫуллахи кунсенче хиртен кӗмен тесен те юрать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Урамра иртӗннӗшӗн, ҫапӑҫнӑшӑн ӑна милицие те темиҫе хут илсе пынӑ, унӑн амӑшӗпе те кайса калаҫнӑ, анчах лешӗ ҫаплах йӗркене кӗмен.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах «майор» кӗмен.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсене тахҫанах касмалла пулнӑ ӗнтӗ, анчах хуҫасӑр ларакан кил-ҫурт пахчине никам та пуртӑпа пырса кӗмен.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вӑл-ку енчен ман пурте йӗркеллӗ-ха — автоинспекторсем умӗнче ку таранччен пачах айӑпа кӗмен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Леш путсӗрсем ҫаплах тӑна кӗмен, ун хыҫҫӑн чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ниҫта та кайса кӗмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Халь кайсан чиркӗве кӗмен пулать эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Малтанах каласа хурам: мӗн вӑхӑт тӑчӗ пуль пирӗн клуб ҫакӑнта хваттерте, пӗр ача та ҫав хӗрарӑм пахчине кӗмен.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урӑх эпӗ унта нихӑҫан та пырса кӗмен.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗне кӗмен чӑвашсен «Пике» ят пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Амӑш сӗчӗпе кӗмен ӑс вӑкӑр сӗчӗпе кӗрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Марина Николаевна налук шутне кӗмен тупӑшсен 5 ҫӑлкуҫӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Хамӑр ҫуралнӑ ҫӗре-шыва, ӗҫчен те сӑпайлӑ халӑхӑмӑра, унӑн пултарулӑхне юратман, шанман пулсан, эпӗ Чӗмпӗртен ҫакӑнта «тӗттӗм упа шӑтӑкне» килсе кӗмен те пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак завода килсе кӗмен пулсан, эпӗ паян тесен — паян фронта тухса вӗҫӗттӗм!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсен Улайка текен ӗни, кӗтӳрен тӑрса юлса кормокухня таврашӗнчи тӗрлӗ мӑшкӑлтӑк шывсене ҫулама юратаканскер, каллех витене кӗмен ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пурӑнма кирлӗ препаратсен списокне кӗмен, анчах халӑх уйрӑмах кирлӗ 50 эмеле илсен, асӑннӑ списокри 20 препарат иртнӗ ҫулӑн тӑваттӑмӗш кварталӗнче 40 процент йӳнелнӗ, 26 препарат 52 процент хакланнӑ.

Если взять список 50 препаратов, не входящих в список жизненно необходимых лекарств, в четвертом квартале прошлого года 20 препаратов из данного списка подешевели на 40 процентов, 26 препаратов подорожали на 52 процента.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Халиччен килсе кӗмен ҫын ахальтен ҫӳременнине ӑнланса: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачасем… Кунта темӗн ырӑ мар пулнах. Микула, эсӗ тумланса хатӗрлен-ха. Эпӗ тухса пӑхкалам! — терӗ те Ҫтаппан сӑхман тӑхӑнса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман улпучӗсем ӑна Элнет юханшывӗ хӗрринчех пуртӑ пырса кӗмен вӑрман уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех