Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗмелле (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫта кӗмелле унӑн халь?

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Картишне епле кӗмелле?

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑвӑр телефон номерӗ е электронлӑ почта урлӑ ҫӗнӗрен кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

«Ҫапла ӗнтӗ, — шухӑшларӑм, — сана курас тесен, Ҫаврашка зала кӗмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хӑш-пӗр муниципалитетра ҫак йӗрке ҫине куҫнӑ ӗнтӗ, вӑл ыттисенче те вӑя кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Урам тӑрӑх утнӑ хыҫҫӑн пӗрер тӑван патне кӗмелле пулсан, хапха умӗнче юрламалли юрӑсем:

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Туй пуҫӗ пулнӑ ҫын ҫамрӑксем ларакан сӗтелтен виҫӗ хут сӑра тултарса ваттисем патне кӗмелле, виҫӗ хут ыйтмалла: «Эпир ҫак ҫурта ҫӗнӗ ҫын илсе килес тетпӗр. Ҫавна илсе килме туй лартас тетпӗр. Ҫав туя лартма рӗскет (пархатар) паратӑр-и», — тесе ыйтмалла («Паратпӑр», — теҫҫӗ ваттисем).

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Кӗмелле, — тет Укахви.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Апла ун хыҫҫӑн шыва кӗмелле?

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Куҫ умне татах та уҫҫӑнрах тухса тӑчӗ кӑвакарчӑн пӗсехи пек тӑпӑл-тӑпӑл кӑкӑрлӑ; йӗкӗр ывӑҫа кӗмелле пилӗклӗ хӗр кӗлетки.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр хӑй те йӑпӑртлӑха ҫеҫ таҫта тухнӑ та — халь-халь каялла кӗмелле пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Манӑн ҫийӗнчех гостиница ҫумӗнчи пӗчӗк магазина тухса кӗмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эхер, кам та пулсан урӑххи куҫран пӑхсах ыйтсан, мӗн курмалла, намӑсланнипе ӑҫта кайса кӗмелле?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Малтан чӗркуҫҫи таран кӗмелле, унтан хырӑма йӗпетмелле, кайран хӑвӑрттӑн ним шухӑшламасӑр шыв хулпуҫҫи таран ҫитиччен кукленсе лармалла.

Сначала зайти по колено, потом намочить живот, потом, не думая, присесть так, чтобы вода доставала до плеч.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Алӑкне уҫса яратӑн ҫеҫ, кирек хӑҫан та милиционер куҫунтанах тӗллет: «Сирӗн кам патне кӗмелле

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑтам шкул пӗтерсен, санӑн пурпӗрех пӗр института ҫеҫ кӗмелле пулать…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ҫавӑнпа ӑна ниҫта кайса кӗмелле мар йывӑр пулса ҫитет, ун чухне ҫухалса кайма та, йӑлтах пӗтсе ларма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ кун пек пулма килӗшместӗп, ҫавӑнпа манӑн, епле пулсан та, ӑнӑҫсӑррисен шутне кӗмелле мар — нихҫан та.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Мускаври пӗр-пӗр института кӗмелле мар-ши?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун шучӗпе, туй тума тӑхтамалла иккен — кӗлпе кӑмрӑк ҫинех качча кайса вутпа ҫулӑм ӑшне кӗмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех