Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте харӑс хутшӑнса хушса юрламаллине юрлаҫҫӗ, Яша пичче вара, туйри кайӑксем пекех туса кӑтартать: акӑ каччӑ хура курак, юнашар ҫураҫнӑ хӗрӗ — тӗпеклӗ чарлан, акӑ ват ӳхӗ-пуп, ку евчӗ-кӑвакал, ав чарлана юратса пӑрахнӑ кӗвӗҫекен ҫерҫи, акӑ тата кайӑк-кӗшӗк туйӗнче спитч калакан ҫивӗч ӑслӑ ҫерҫи тӑмани, ку вара Яша пичче хӑй партизансен уявӗнче каланинчен кая мар калаҫать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сывлӑша парӑнтаракан мӑнкӑмӑллӑ ачасем, авалхи ту тӳпинчен, кӗвӗҫекен, ӗмӗтлӗ кӳҫӗсемпе модельсем вӗҫнине пӑхса тӑраҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Кӗвӗҫекен ҫыншӑн вӗсем хӑрушӑ, кӗвӗҫмен ҫыншӑн вара хӑрушӑ мар, нимӗн шухӑшламалли те ҫук ун пирки.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗрӗссипе ҫак хыпара ҫамрӑксем карчӑкран тӑрӑхласа кӑна сарнӑ пулнӑ иккен, ҫапах та мучи карчӑкне хирӗҫлесе-туса тӑраймарӗ, ҫывӑрма килне куҫрӗ, вара ҫӗр каҫиччен пӗр-икӗ хутчен хӑйӗн кӗвӗҫекен карчӑкӗпе пӗрле ӑйӑрӗсене кая-кая пӑхакан пулчӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Куратӑр-и, акӑ вӑл мӗн калать: «Тавтапуҫ, пичче», — тет хӗр, пылак конфет ҫинчен кӗвӗҫекен куҫӗсене хускатмасӑр.
XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Авалхи тав тумалли гимн пӗтӗм чиркӗвӗпе савӑнӑҫлӑн янраса тӑчӗ, тинӗс ҫинчи пират Том Сойер, хӑйне кӗвӗҫекен юлташӗсем ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, ку ӗнтӗ унӑн пурнӑҫӗнче чи лайӑх минут пулнине туйса тӑчӗ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
7. Кӗвӗҫекен арӑм — чӗре чирӗ, хурлӑх вӑл, 8. ун пек арӑм хӑй чӗлхипе пурне те ҫитсе кастарать.7. Болезнь сердца и печаль - жена, ревнивая к другой жене, 8. и бич языка ее, ко всем приражающийся.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус халӑха каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа [Турӑшӑн] ӗҫлесе тӑраймӑр: Вӑл — сӑваплӑ Турӑ, кӗвӗҫекен Турӑ.19. Иисус сказал народу: не возможете служить Господу [Богу], ибо Он Бог святый.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Урӑх турӑсем хыҫҫӑн, хӑвӑр таврари халӑхсен туррисем хыҫҫӑн ан кайӑр, 15. мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӑракан Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ; Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫилли тулса ан ҫиттӗр, Вӑл сана ҫӗр пичӗ ҫийӗнчен пӗтерсе ан пӑрахтӑр.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту, 9. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп, 10. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑрпа хывнӑ халала манасран сыхланӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ пек, хӑвӑр валли темӗскерле йӗрӗхсем тӑвасран сыхланӑр, 24. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, кӗвӗҫекен Турӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗрӗр, юписене аркатӑр, вӗсенӗн сӑваплӑ теекен катисене касса тухӑр, [вӗсен туррисен кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр], 14. санӑн Ҫӳлхуҫа [Турӑсӑр] пуҫне урӑх турра пуҫҫапмалла мар, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ячӗ — «Кӗвӗҫекен»; Вӑл кӗвӗҫекен Турӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн паллине-сӑнне, кӗлеткине ан ту; 5. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене ан пӑхӑн: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ — Эпӗ Хама курайман ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑкне ҫитиччен хаса паратӑп, 6. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене пурӑнӑҫласа тӑракансене пин сыпӑка ҫитичченех ырӑлӑх паратӑп.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2