Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑҫал сăмах пирĕн базăра пур.
кӑҫал (тĕпĕ: кӑҫал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал вара… кӑҫал, кур ӗнтӗ — йӑтӑнать те йӑтӑнать ҫумӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юрать, мана кӑҫал Укахви ҫӑлчӗ, вӑл вӑйлӑ тулӑ илсе кӑтартрӗ, унсӑрӑн кӑҫалхи ӗҫ пирки калама та намӑс.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал вӗсем ун пек ӗҫлес ҫук, кӑҫал ӑмӑртма йывӑр пулать, — терӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑлтавӗ паллах иккен: ялта кӑҫал пӳкле вилӗм пулчӗ, ӑна, ав, Кантюксен ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, эппин кураймасӑр тӑракан ҫынсем пурах ӗнтӗ, авӑ ҫанталӑк та кӑҫал пит типӗ тӑрать: выҫлӑх пуласса вӑл.

Та сказала, что причину, из-за чего им подкинули ворожбу, она знает, — это жуткая смерть Селиме, ее все связывают с Кандюками, выходит, в деревне полно людей, которые ненавидят Кандюков, да и погода вон какая стоит, того гляди сгорит все, и тогда грянет голод…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑрнарти 2-мӗш вӑтам шкулта 5-мӗш «В» класра вӗренекен Егор Шашков, акӑ, хоккейра республика команди йышӗпе кӑҫал Пушкӑртстан Республикинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнира хутшӑнма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Ҫапла вара кӑҫал лаптӑк 2514,6 га пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Кӑҫал аграрисем ҫӗрулмине 202,7 гектар лартма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Кӑҫал акмалли мӗнпур лаптӑк 29155,3 гектар йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Кӑҫал Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ парачӗ, ветерансен портречӗсене тытса пӗрле йышлӑн пухӑнса утмалли «Вилӗмсӗр полк» акци, Ҫӗнтерӳ салючӗ пулмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Кӑҫал та вӑл йӑлана пӑсмарӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе сӑвӑпа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Пӗтӗмӗшле вара кӑҫал нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха капиталлӑ юсама 7 млн та 700 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Капиталлӑ юсав программипе кӑҫал туса ирттермелли ӗҫсем те калӑпӑшлӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Кунти юлнӑ юсав ӗҫӗсене кӑҫал ҫуркунне туса ирттермелле пулать.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Кӑҫал вара январь уйӑхӗнче Сергей Тямин службӑра тӑнӑ ҫӗртен Калайкасси шкулне Тав ҫырӑвӗ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул тултарнӑ май Элӗк округӗнче уяв мероприятийӗсем анлӑ иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Ӗҫ епле ҫаврӑнса тухнине Левенӗн ҫырсах ӑнлантарма, кӑҫал кӑна мар, пӗлтӗр мӗн-мӗн курнисене те пӗтӗмпе тӗплӗн каласа пама тивет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑҫал каллех темле ҫӗрҫӑтансемшӗн ҫитӗнтермелле пулать-им пирӗн тынашка тенине?

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул вӑрманта пурӑнса пӗр пуҫ выльӑх ҫухалманнине кӑҫал ма ҫухалмалла пулчӗ-ши капла?

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула тӑрӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫсем кӑҫал та малалла пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Иккӗмӗш тапхӑрӗ кӑҫал иртмелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех