Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнтерӳ кунне наци телекуравӗ яланхиллех тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Вӑл объект мӗнлерех пулассине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин крематори тума палӑртнӑ вырӑна карта ҫинче илсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Сан ҫакӑнта пур-и? — пӳрнипе ҫамкине тӗллесе кӑтартрӗ Салтаванов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Акӑ «мӗнле майпа»! — телеграмма кӑларса кӑтартрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Больницӑран тухсан икӗ ҫула яхӑн Якур вилӗмӗ ҫинчен шухӑшласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗлтӗр вӑл «Киремет тытамакӗ» калав ӑсталарӗ, унта вӑл хӑй ача чух уксӑм татма кайсан мӗн пулса иртнине аса илсе халӗ еплерех асапланни ҫинчен ҫырса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫавна куратӑн-и? — динамикне тӗллесе кӑтартрӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑ ӑҫта лакса ларнӑ хӑта вӑл маншӑн! — пырне тытса кӑтартрӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кулак ятне илтни вӗсене, Сулагаевсене, ӗмӗр манми инкек, хӗн-хур кӑтартрӗ, ун пеккине ӳлӗмрен никамӑн та курмалла ан пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юрласа та, ташласа та кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн ҫинчен ирхине Укахви инке выльӑх-чӗрлӗхне кӗтӗве яма тухнӑ ял-йыша радио дикторӗ пекех янӑравлӑн каласа кӑтартрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хутран-ситрен ҫакӑнта тем чиккелет, — айӑкне тытса кӑтартрӗ Илья Семенович.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫул ҫӳреме пушмак таврашӗ ҫирӗп кирлӗ, ҫӗннине туянса тӑхӑнтӑм акӑ, — урине ҫӗклесе кӑтартрӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Запискӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Ксюша аппӑшӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫӗсемпе тӗлӗннине кӑтартрӗ.

Ксюша, прочитав записку, оглянулась на сестру и показала глазами, как она удивлена.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Ачасене Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Пӑх-ха, эпир кунта пурте йӗкӗрешсем», – кӑтартрӗ Ксюша хӗрачасем ҫине: пӗрпек тимӗр ҫаклатмаллиллӗ хӑмӑр сумккасене ача садӗнчен вӗренсе тухнӑ чухне парнеленӗ вӗсене.

«Смотри, мы тут все близняшки», – показала Ксюша на девочек: одинаковые коричневые сумки на металлической застежке им подарили во время выпускного в детском саду.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти техникӑн лару-тӑрӑвне пӑхса тӑрассипе ӗҫлекен патшалӑх инспекцийӗн ертӳҫи Владимир Димитриев влаҫра тӑрӑшакансен ларӑвӗнче каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Кун пирки Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансемпе ирттернӗ пресс-конференцире каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасенчен пӗр ҫухрӑмлӑ дистанцире С.Осипова чи лайӑх вӑхӑт кӑтартрӗ, Н.Борисовапа Я.Ефремова ун хыҫҫӑн ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

2010—2011 ҫулхисенчен П.Семенова аван результат кӑтартрӗ, У.Васильева, В.Комиссарова ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех