Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑла (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей хӑйӗн йыхрав билетне хӑйне кӑмӑла каякан хӗрсене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Килӗшрӗ мана ҫак калаҫу, анчах пӗр самант кӑна кӑмӑла каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тен, ӑна ку астармӑш кӑмӑла кайӗ, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ку хӗр сӑнӗпе, ӳт-пӗвӗпе, ӗҫченлӗхӗпе аҫупа иксӗмӗре те кӑмӑла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫак ҫамрӑкӑн таса ЧУНЛӐХӖ вара манӑн кӑмӑла пушшех ӑшӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Мероприятие хутшӑннисене «Ах, тутлӑ ҫке ҫӗр улми», «Вӑйӑра», «Уяв курки», «Шӑнкӑрав», «Марине», «Ылтӑн пучах» юрӑсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Ҫак хушӑра стройкӑпа, ҫыннисемпе паллашатӑр, хӑвӑра кӑмӑла каякан-килӗшекен ӗҫ вырӑнӗ тупатӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мана сирӗн ратне кӑмӑла каймасть.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Кӑмӑла кайрӗ канаш.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

— Вӑт ҫапла ҫав вӗсем, — ҫакна курса пӗчӗк ачаллах хӗпӗртесе ӳкрӗ Хӗлимун, — ҫапла пӑсса яраҫҫӗ ман кӑмӑла.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑмӑла кайрӗ-им? — ун еннелле ҫаврӑнчӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уншӑн хӑрасах ӳкмӗ-ха Яковлев, ҫапах та мӗн чухлӗ вӑхӑта илеҫҫӗ, кӑмӑла пӑсаҫҫӗ ҫав путсӗрсем.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уйрӑмах ӑна Укахви кулли кӑмӑла каять.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑмӑла каймасть вӑл Рамана.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Атте ячӗпе пултӑр, пит кӑмӑла килмелле йӑрӑс юман.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эх, кӑмӑла астарать.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Кӑмӑла ҫирӗп тытма челюскинецсем пӗрле пухӑнса кӗнекесем вуланӑ, вылянӑ, юрланӑ, «Не сдадимся» ятлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ.

Для поддержания бодрого настроения устраивают чтения, игры, пение, выпускают стенгазету «Не сдадимся».

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Ним те калаймӑн, ҫав тери кӑмӑла хускатаҫҫӗ эсӗ каласа панисем.

— Да, — сказал я Маленькому принцу, — все, что ты рассказываешь, очень интересно.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Унти вырӑнта кӑмӑла кайманран каялла килеҫҫӗ-и?

— Им было нехорошо там, где они были прежде?

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шел, кунтан никам та иртсе ҫӳременни кӑмӑла пӑсать.

К несчастью, сюда никто не заглядывает.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех