Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑлармарӗҫ (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Каялла кӑлармарӗҫ ватӑ ҫынна.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васса тухса кайсан, ун ачисем, мӑштӑк-мӑштӑк туса, чылайччен лӑпкӑн ҫывӑрчӗҫ, урӑх пӗр сас-чӗвӗ те кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫрен кӑлармарӗҫ ӑна, анчах хытӑ асӑрхаттарса хӑварчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Кун пирки Аликов каласса каларӗ-ха ик-виҫ сӑмахпа: вӗсем, ҫыру авторӗсем, Турунова кӑмӑлламаҫҫӗ пулсан та хисеплеҫҫӗ, ҫавӑнпа шӑв-шава бригадӑран кӑлармарӗҫ, шалӑп-мӗн парса ҫӳремерӗҫ, терӗ, ҫапларах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шур пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ тӳпере, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши, Ӑҫта каяҫҫӗ-ши? — тесе вуланӑ вӑхӑтра, оркестр тата хӗрарӑмсен хорӗ пӗрре те хускалмарӗҫ, сас кӑлармарӗҫ, хура фрак тӑхӑннӑ лутрарах дирижер вара, темшӗн, пуҫне усса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Тата темӗскер шухӑшласа кӑлармарӗҫ пуль те, — кулянма тытӑнчӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачасем тӗлӗннипе пӗр сас-чӗвӗ те кӑлармарӗҫ.

Ребята замерли.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсене виҫӗ вырсарникун казармӑсенчен кӑлармарӗҫ, хулана тухса ҫӳреме мар, хапха патне пыма та ирӗк памарӗҫ.

Три воскресенья ученики сидели взаперти, без нрава выхода, на казарменном режиме. Им было запрещено даже приближаться к воротам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каҫхине мӑрсасем Нухрата ниҫта та кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун хыҫҫӑн патшапа Сильвестр атте унран Хусан хыпарӗсене кашни кун ыйта-ыйта пӗлчӗҫ, Адашева кремльтен кӑлармарӗҫ те темелле.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсасене виҫӗ эрне ытла ҫӗр пӳртрен кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем турӑ ячӗпе тупа турӗҫ, хӗвелпе уйӑха асӑнчӗҫ, урӑх тӗрлӗ сӑмах кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл алӑран вӗҫерӗнсе ялан таҫта каясшӑн пулчӗ, анчах хӑйӗн ҫыннисем ӑна пӳртрен ниҫта та кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Салтаксем тухса пӗтмесӗр пӑрахут ҫинчен пассажирсене кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем мана ниҫта та кӑлармарӗҫ: урамра пӗрмай пӑшал сасси кӗрлесе тӑрать.

Они меня никуда не выпускали: на улице все время гремела стрельба.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Здолбуново станцийӗнчи пӑравуссем тӑракан депора вӑрттӑн ӗҫлекен юлташсем, тӗрлӗрен сӑлтавсем тупса, виҫӗ уйӑх хушшинче ҫитмӗл пӑравуса лини ҫине кӑлармарӗҫ: пӗрне юсаҫҫӗ, теприне пӑсаҫҫӗ.

В паровозном депо на станции Здолбуново подпольщики сумели в течение трех месяцев под разными предлогами задержать и не выпустить на линию семьдесят паровозов: одно ремонтировали, другое портили.

Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унтан вӗсене йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ те пӗрне пӗри алӑ пама килӗшиччен ҫаплах кӑлармарӗҫ.

Тогда обступили их со всех сторон тесно и не выпускали до тех пор, пока они не решились подать друг другу руки.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Партирен кӑлармарӗҫ Прохор Палыча.

Не исключили Прохора Палыча из партии.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Анчах та ӑна чӗнсе кӑлармарӗҫ.

Но ее не вызывали.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех