Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларакан сăмах пирĕн базăра пур.
кӑларакан (тĕпĕ: кӑларакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшле вӑл парламент депутачӗ пек 11 ҫул ӗҫленӗ, тӑватӑ хутчен умлӑн-хыҫлӑн ӑна Тайванӗн «чи лайӑх саккун кӑларакан» тесе палӑртнӑ.

В общей сложности он пробыл депутатом парламента 11 лет, и четыре раза подряд был выбран в качестве «лучшего законодателя» Тайваня .

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

1996 ҫулта Лай Тайнаньрен парламента (Саккун кӑларакан Юань) суйланнӑ.

В 1996 году Лай прошел в парламент (Законодательный Юань) от Тайнаня.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

1999-2010 ҫулсенче саккун кӑларакан Юань шутне кӗнӗ.

Входил в состав законодательного Юаня с 1999 по 2010 год.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тимӗр-тӑмӑртан япаласем туса кӑларакан предприятире пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳнсе кайнӑ кран рабочие суранлатнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37037.html

Ботропри юлашки чуллӑ кӑмрӑк кӑларакан «Проспер Ханиэль» шахтӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче хупнӑ, ку мероприятие ФРГ президенчӗ Франк-Вальтер Штайнмайер та хутшӑннӑ.

Последняя каменноугольная угольная шахта «Проспер Ханиэль» в Ботропе была закрыта 21 декабря 2018 года, на церемонии присутствовал президент ФРГ Франк-Вальтер Штайнмайер.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Рур облаҫӗнче чуллӑ кӑмрӑк кӑларакан шахтӑсене хупасси пуҫланнӑ.

В конце 1950-х гг. начался процесс закрытия каменноугольных шахт в Рурской области.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Рурск облаҫӗнче ҫӳлерех ҫырса кӑтартнӑ структура улшӑнӑвӗсене туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан тата тӗрлӗ япала туса кӑларакан промышленность чи пӗлтерӗшлӗ вырӑна йышӑнма пӑрахнӑ.

После описанных выше структурных изменений в Рурской области, добывающая и производящая промышленность перестала быть доминирующей.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

1980-2002 ҫулсенче ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан отрасльти 500 000 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ ҫухалнӑ, ҫав вӑхӑтрах пулӑшу секторӗнче 300 000 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ ҫеҫ йӗркеленнӗ.

За период с 1980 по 2002 г. исчезли около 500 000 рабочих мест в добывающей отрасли, в то время как в секторе услуг появилось лишь около 300 000 новых рабочих мест.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Патшалӑх субсидипе пулӑшнӑ пулин те хальхи вӑхӑтра кокс туса кӑларакан 3 предприяти кӑна тӑрса юлнӑ, юлашки кӑмрӑк кӑларакан шахтӑна 2018 ҫулӑн вӗҫӗнче хупнӑ.

Несмотря на государственные субсидии, в настоящее время осталось лишь 3 коксопроизводящих предприятия, а последняя угольная шахта была закрыта в конце 2018 года.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Кунта Mittal Steel South Africa, синтетикӑллӑ резина, хром, хими япалисем кӑларакан предприятисем вырнаҫнӑ, пир-авӑр промышленноҫӗ аталаннӑ.

Здесь расположены Mittal Steel South Africa, предприятия по производству синтетической резины, хрома, химических веществ, развита текстильная промышленность.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Ҫавӑн пекех алюмини туса кӑларакан савут та пур.

Имеется также завод по производству алюминия.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Дурбанпа унӑн тавралӑхӗнчи промышленность шутне сахӑр тростникне тирпейлесси, тумтирпе текстиль туса кӑларасси, хими, нефть тирпейлекен тата целлюлозӑпа хут кӑларакан промышленность, каучук хатӗрлесси, автомобильсене пуҫтарасси, апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ кӗрет.

Промышленность Дурбана и его окрестностей включает переработку сахарного тростника, производство одежды и текстиля, химическую, нефтеперерабатывающую и целлюлозно-бумажную промышленность, производство каучука, сборку автомобилей, пищевую промышленность.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Пурҫӑн туса кӑларакан отрасль пур.

Шелководство.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Бхопалта вырнаҫнӑ минерал удобренийӗ туса кӑларакан савут 1983 ҫулта япӑх ят илнӗ: наркӑмӑшлӑ газ сӑрхӑнса тухнине пула ун чухне хулара пурӑнакан 3 пине яхӑн ҫын вилнӗ.

Завод по производству минеральных удобрений в Бхопале приобрёл печальную известность в 1983 г., когда в результате утечки ядовитого газа погибло около 3-х тысяч жителей города.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Чӑх ҫӑмартисен хакӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хуравланӑ май Олег Николаев республикӑри Муркашри чӑх-чӗп фабрикине модернизациленӗ хыҫҫӑн вӑл ҫулталӑкра 300 миллион ҫӑмарта кӑларакан шая ҫитессине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%be%d0%b ... %bd%d3%97/

Ун умӗнче паҫӑр ҫеҫ-ха илемӗпе илӗртекен, халь чунтан курайман кинӗ сутӑнчӑкне тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан лаша тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тата — асфальтлӑ ҫулӑн икӗ айӑккипе лартса ҫитӗнтернӗ, тавралӑха илем кӳрекен те мӗн пур чӗр чуна та кайӑк-кӗшӗке кирлӗ таса кислород кӑларакан йывӑҫсемпе киленме.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ирина Европӑри чи пысӑк пир-авӑр комбиначӗн, тӗрлӗ агрегат, хӑватлӑ тракторсем, электроаппаратурӑпа электроприборсем туса кӑларакан заводсен корпусӗсем тата ытти вун-вун предприяти вырнаҫнӑ тӑрӑхсене уҫӑмлӑнах палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сас-чӗв кӑларакан пулмарӗ, пурте Мишӑна итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех