Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑрӗнче (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лесник кӑкӑрӗнче тем тапса сикме тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Калӑн, кӑкӑрӗнче ун ни чӗре, ни ӳпке — ним те, ним те ҫук тейӗн…

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ун патне иккӗн-виҫҫӗн чупса пычӗҫ: мӗнпур ӳт-пӗвӗ чӗп-чӗрӗ юн — пуҫӗнче те, кӑкӑрӗнче те, хулӗнче те суран ҫине сурӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн сарлака кӑкӑрӗнче, чӑнах та, улӑп чӗри тапать иккен, хул мӑкӑлӗсем выляса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавах лӑпланаймарӗ, кӑкӑрӗнче ҫилӗ вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗскӗн тӑлӑх кӑкӑрӗнче кӳренӳпе шиклӗх пӗрле ҫыхӑнса вӗреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн кӑкӑрӗнче ҫилӗпе шанӑҫ кӑвайчӗ ялкӑшать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Таврара унӑн кӑкӑрӗнче ӑшӑнса ирӗлнӗ, ун юратӑвӗн ӑшшипе тулнӑ сывлӑш тӑрать пек.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл кӑкӑрӗнче шалта темскер тирнӗ пек сисрӗ те тротуар хӗрнех тӗмеллерех ҫӗрти курӑк ҫине канма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чӗре мар, чул муклашки Энтри кӑкӑрӗнче.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Валерия Ивановна хӑйӗн чӗри кӑкӑрӗнче хыттӑн тапнине ҫеҫ илтрӗ, тата ӑҫта килчӗ унта автансем шарлаттарса авӑтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Хӑй те сисмест вӑл, епле унӑн кӑкӑрӗнче тунсӑхласа ҫитнӗ чӗри хытӑрах, канӑҫсӑртарах тапать, хӑй те курмасть — епле хӑвӑртрах яра-яра пусаҫҫӗ урисем.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Пӳртре вӑл хӑйне ҫапах та лӑпкӑрах тытма пултарчӗ-ха — кунта, никам та ҫук ҫӗрте, унӑн кӑкӑрӗнче калама ҫук тем тӑвӑлса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Кӑкӑрӗнче унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ, чӗри сиксе тухас пек тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

…Таня, хӑйне епле ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ пулин те, алӑк умӗнче чарӑнса тӑмасӑр пултараймарех — кӑкӑрӗнче сывлӑш пӳлӗне пуҫланине вӑл аванах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрӗнче кӑна пирченӗ чӗре ҫаплах тапать, тапать…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Алюновӑн кӑкӑрӗнче, чӗри тӗлӗнче — кӑвак ҫӗмрен.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл лайӑхланас енне кайре ӗнтӗ, чиперех ҫӳрет, анчах ӳсӗрме пӑрахаймасть, ҫичӗ ют ҫӗмренпе амантнӑ кӑкӑрӗнче ӳпке сывланӑ чухне хӑрлатсах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт унӑн кӑкӑрӗнче хӑрушшӑн хӑрӑлтатни илтӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курсан, Лена кӑкӑрӗнче тутлӑ-тутлӑ кулӑ пӗрӗхесшӗн, капланса, тӑвӑлланса илчӗ, ку шалта тӗпӗртетекен артак, тапса тухса, самантрах хӗрӗн питне-куҫне ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе якатса ирхи шуҫӑм шевли сапрӗ, илемлетсе, кӗрен ҫеҫпӗллентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех