Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑрне (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑшт кӑна ӳпӗнтерет хайхи ярса панине: «Пӗлетӗр-и, — тет, кӑкӑрне ҫатлаттарса, — эпӗ — салтакра капитан пулнӑ ҫын!..»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Пирӗн яла? — Тамара кӑкӑрне, чӗре кӑшкарне, темле хыпаланчӑк кайӑк кӗрсе ӳкет: кӑрт-карт сикет вӑл, кӗҫ-вӗҫ тухса тараслах вӗткеленет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ҫампа вӑл хӑй тӑшманне — мана, — кӑкӑрне ҫат ҫапса кӑтартать Мишша, — каҫсерен хӑй апатне ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӗрӗх тӑххӑрти ҫын кӑкӑрне Ленин орденӗ илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурхи вӑштӑр ҫил, асамлӑ вӑй-хӑвата куҫса, ватти-вӗттин кӑкӑрне туллин сарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Тем пекехчӗ, тем пекехчӗ! — хур аҫи евӗр, кӑкӑрне каҫӑртма пӑхать шӳте юратакан Услантӑр мучи.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Мӗнле ним те мар? — аслашшӗ, унччен курпунланса ларнӑскер, куҫ умӗнчех тӳрленет, кӑкӑрне каҫӑртанҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑкӑрне ама ҫакнӑ, ӑна кӑвапа тӗлӗнче ылтӑн пӗтевпе хытарнӑ (вӑл ⎼ ӑрӑмлӑ хавал палли).

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Лидия Алексеевна пӗрре ассӑн сывларӗ, тепре сывламасӑр тӑнӑ, пукан ҫинчен сике-сике тӑнӑ, аллипе пӗрре ҫамкине, тепре кӑкӑрне тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хитре урисене курчӗ, тӑвӑртарах кӗпе тӑхӑннипе уйрӑмах илемлӗ курӑнакан пилӗкне, тулли кӑкӑрне асӑрхарӗ, кулса илчӗ, хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эхх! — кӑкӑрне ҫапрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, кӑкӑрне тытса, кӗпине ҫурмаран чарр ҫурса антарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ак ҫакӑнта, чӗре варринче, усратӑп эпӗ ӑна, — кӗрӗкне уҫса, кӑкӑрне шаккарӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑшман вӑл, кӑкӑрне уҫса: «Эп — сирӗн тӑшманӑр, эп — сӑтӑрҫӑ!» — тесе калас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йысна ятне ан сутчӑр! — тулли кӑкӑрне чӗтретсе кулать молотилка патӗнче тӑракан Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫҫӗмӗш янахӗ кӑкӑрне чутах лекмест.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кухарка тӑнине астусан, ҫаппа-ҫарамас кӑкӑрне пиншак аркипе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑкӑрне чыша-чыша вӑйӗпе мухтанакансем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки кунсенче выҫлӑн-тутлӑн пурӑннипе унӑн кӑкӑрне сӗт анми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗпенсе пӑрланнӑ, ҫухаласран хӗве чикнӗ алсишӗ кӑкӑрне тата ытларах шӑнтать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех