Шырав
Шырав ĕçĕ:
Старик шӑпланчӗ, пурин ҫине те вӑйсӑр куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ…
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл хӑмӑр куҫӗпе пурин ҫине тархасланӑн, тем калас тенӗн пӑхрӗ, анчах ним сасӑ та кӑлараймарӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл ыттисенчен сахалтарах кулчӗ, Ишмук ҫине шанман пек темиҫе хутчен ҫивчӗ куҫӗпе сӑнаса пӑха-пӑха илчӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑшт ларсан-ларсан, ывӑннӑ куҫӗпе кашнине тинкерчӗ:
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна, тарӑннӑн сывласа, Алюнов куҫӗпе ӑсатрӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн куҫӗ Алюнов куҫӗпе хире-хирӗҫ пулчӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старик ун аллинчен мӑнукне илчӗ те ҫынсем ҫине телейлӗ куҫӗпе пӑхса: — Патька-патша ман мӑнука Мулентей тесе ят хучӗ! — тесе каларӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Вӑл пурне те ҫивчӗ куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ те; — Паттӑр утаманӑм, харсӑр Шируммет, — терӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Темиҫе хутчен те вӑл ӳссе ҫитсен Хунчарсене епле тавӑрнине хӑй куҫӗпе хӑй курнӑнах пулнӑччӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл куҫӗпе пӗрре шурӑ ут ҫине, тепре тимӗр-кӑвак ҫине пӑхрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Карчӑк ун ҫине тӗлӗннӗн вӑйсӑр куҫӗпе пӑхса илчӗ те васкаса калаҫма тытӑнчӗ:
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Шӑхаль Карлай ҫине хурчӑка куҫӗпе тӑрӑнчӗ:
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑйӗн сылтӑм аллин кача пӳрнинче Ылтӑн ҫӗрӗ йӑлтӑртатать ахах куҫӗпе.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Воевотӑ куҫӗпе куншӑн ырӑлать, Хурчӑка пек пӑхса малалла какалать:
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫивӗчӗ куҫӗпе тинкерсе пӑхнӑ чух Мӑн кӑмӑллӑ шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ пуҫне; Аса килчӗ ӑна салтакра пурӑнни, Кӗрхи ҫӗрте Питӗрте хурала ҫӳрени…
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Куҫӗпе вӑл пӗрре амӑшӗ ҫине, тепре Федя ҫине пӑха-пӑха илет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Санюк ун патне пырса тӑчӗ те сылтӑм куҫӗпе картишне тинкерме пуҫларӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кирук шӑллӗ пытанса юлнӑ вырӑна васкарӗ, анчах куҫӗпе вӑл пур еннелле те шӑтарасла пӑхать, ӑҫтан сас пуласса кӗтсех пырать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑй манӑн хура костюма куҫӗпе вӑрттӑн виҫсе сӑнарӗ.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
— Эс, юратнӑ аттеҫӗм, мана аплах ан мӗн ту-ха… — тет Хвати пӗррехинче, йӑлтӑркка куҫӗпе мана йӑпатса.
Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.