Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫульне (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичӗ тӑрӑх йӑрлатса кусса анакан куҫҫульне шӑлмасӑрах хӗр ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр куҫне уҫмасӑрах сак умӗнчи тусан ҫине куҫҫульне тумлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Анчах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, эпӗ сана, Альбина, шурӑ хурӑн айӗнче куҫҫульне шӑлса ларнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Куҫҫульне шӑлса ас юлтӑн Шурӑ хуран айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Куҫҫульне шӑлса эс юлтӑн Шурӑ хурӑн айӗнче, Ман телейӗм, чунӑм пултӑн Ҫавӑн чух ӗмӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Юратнӑ ҫыннӑн куҫҫульне те, пӗр каҫрах йӑлт шурса кайнӑ сӑн-питне те курмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Калаҫаканни шӑпланчӗ те питӗнчи куҫҫульне аллипе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ вара чӑтаймарӑм, — куҫҫульне сылтӑм алли тупанӗпе шӑлса, каларӗ вӑл, — ҫакна илтсессӗнех пуян ҫуртне те, мулланне те вут тӗртрӗм те ялтан тухса тартӑм, вӑрмана ҫитсе, ҫӗрпӳрт туса, пурӑнма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан, пайтахран, пуҫне ҫӗклерӗ те саппун аркипе куҫҫульне шӑлса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук та куҫҫульне шӑла-шӑла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ашшӗ фронта кайнӑран вара амӑшӗ ачисем ҫине пӑхса пӗрре мар шӑппӑн йӗчӗ, пуҫри шурӑ тутӑр вӗҫӗпе хура куҫҫульне шӑла-шӑла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑванне, чӑнах та, тӑванран та тӑван ӗнтӗ, ырлӑхне те хурлӑхне те пӗрле тӳснӗ, татӑкне пытарман, куҫҫульне уйӑрман.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ куҫҫульне чарасшӑн, чӗрем тулли хуйхӑ ман кӑкӑра кисретет.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Куҫҫульне пиншак ҫаннипе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те сылтӑм аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Арҫын куҫҫульне вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Курӑсӑн: хӑвалӑх йӳҫек куҫҫульне вӑр-вар шӑлса типӗтрӗ, ҫӗнӗрен сӗтеке кӗнӗ пек, йӑрӑс тӳрленчӗ; суранӗсен ыратӑвне шелла ҫыртса ҫӗнсе, таптанса-аманса тӑнкӑр пулнӑ курӑк-марӑк пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл мана анчӑкӑн сывӑ мар куҫӗнчи чӗп-чӗрӗ куҫҫульне аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӗрӗ, каччипе туталашкаласа, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шурӑ пӗчӗк тутӑрпа куҫҫульне шӑлкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Малтанах аманнӑ куҫӗнчи куҫҫульне асӑрхануллӑн шӑлса илтӗм, вара анчӑка, майне кӳтерсе, пӗтӗмӗшпе ҫума пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех