Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫрӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ те ҫывӑрма пӳрте куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Унтан хӑйӗн тахҫанхи шухӑшӗ ҫине куҫрӗ пуп тарҫи.

И тут беглец перешел на свою любимую тему:

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан тар чирне коҫҫӗр (куҫрӗ).

Потом только пот одолел…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан шухӑшӗпе ҫамрӑксем ҫине куҫрӗ.

Потом его мысли перекинулись на сидевших вкруг костра молодых ребят.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Утлас еннелле вӗлт пӑхса илчӗ те вӑл лешӗ тунсӑхласа ларнине кура ҫавӑнтах хӑйӗн чӑн йӗрӗ ҫине куҫрӗ.

Мельком взглянув на Утласа, Тимеркке увидел тоскливое выражение его лица и тотчас вернулся на землю:

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла ҫӗнӗ хваттере куҫрӗ Янтул.

Так Яндул перешел на новое местожительство.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урӑх сӑмах ҫине куҫрӗ.

Перевел разговор на другое.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр эрнерен тӑлӑх карчӑк пурӑнма Ухтивансем патне куҫрӗ.

Спустя неделю старушка-сиротка перешла в дом Ухтивана насовсем.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тин ашшӗ халалне вӑл уҫрӗ: Кӑларчӗ ылтӑн арчаран, Ун аллине саккунлӑ куҫрӗ Леш Атӑл варринчи ҫаран.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫынсемшӗн кулӑ, Сехрешӗн савӑнӑҫ: паян ирхине Марине ачисемпе ун ҫуртне пурӑнма куҫрӗ, тек вӑл Сехрепе пурӑнса пӗтерейӗп-ши тесе иккӗленмест.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле таврӑнас умӗн шутласа пӑхрӗҫ те, чӑнах ку кун нумай ытларах ҫыхни курӑнчӗ, Зейнаб, ыраша ҫыхса пӗтерсе, хӑйӗн бригадипе тулӑ пуссине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Электростанци патӗнчен кайнӑ чухне сӑмах каллех ун ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан телеграмма алран алла куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара ҫавӑнтах кӗтмен ҫӗртен урӑх ыйту ҫине куҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн хӗрӳллӗхӗ ыттисем ҫине те куҫрӗ пулас, унтан та кунтан «Тӗрӗс!» тесе кӑшкӑрнисем илтӗнсе кайрӗҫ, вара пурте вӑйлӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ылтӑн укҫа чӑнкӑртатса Тӑсланкӑран сухаллӑ арҫын аллине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан, хам та сисмерӗм — юлташла калаҫса кайрӗ, «эсӗ» ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Павӑл, ҫавӑнтах пур-ҫук япалисене пуҫтарса, Данилов пӳлӗмне куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Нумайлӑха килтӗр-и, Эльгеев юлташ? — урӑх сӑмах ҫине куҫрӗ Елизавета Михайловна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унтан урӑх сӑмах ҫине куҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех