Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнчӗ (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑнӗ эрлӗклӗ курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Акӑ смена мастерӗ те курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Тӗлӗкре те вӑл ҫеҫ курӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан Хветура хӑй те курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Куҫӗ хӗрелнӗ пек курӑнчӗ, мӗн те пулсан пулнӑ-тӑр Верука?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах мана темшӗн кунти ӗҫ чӑлханса ҫеҫ пынӑн курӑнчӗ, пӗр тӗлте лайӑххӑн явӑнма ӗлкӗриччен тепӗр тӗлте сӳтӗлме тытӑннӑн та туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав самантра пирӗн еннелле сӑртран вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулсенчи икӗ арҫын ҫӑмӑллӑн утса анни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун куҫӗнче темле чӑрсӑрлӑх ҫиҫсе илчӗ те, кӗлеткине мӑнаҫлӑх ҫӗклентернӗ пек пулчӗ те — мана йӗкӗт Турунов ҫинчен шухӑшлать ҫеҫ мар, ӑна хӑй умӗнче курнипе те ҫапла танлӑн ҫуталса тӑрать, хӑйне унашкал, Турунов евӗр, тыткалама тӑрӑшать пек туйӑнчӗ; ҫак мӑнаҫлӑхпа чӑрсӑрлӑх Турунова килӗшсен те, уншӑн, Аликовшӑн, унӑн чечен кӑмӑлӗшӗн, йӑлттам хусканӑвӗсемшӗн, типшӗмрех ӗлккен пит-куҫӗшӗн пачах ытлашши, пачах ют пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн йӑлтӑркка куҫӗсем хавассӑн та шухӑшлӑн ҫиҫрӗҫ, пичӗ ҫулӑм пек ялкӑшрӗ, кӑштах чӗтреннӗ пек те курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан пачах та улшӑнманни витӗрех курӑнчӗ пулсан, Ҫтаппанпа ырӑ пурнӑҫ ҫуккине эпӗ те, ют ҫын, ӑнланатӑп пулсан, ырӑ пурнӑҫ пулас та ҫуккине курса тӑратӑп, сиссе тӑратӑп пулсан, Улюка мӗн пулчӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл тухса кайрӗ кӑна, алӑк анинче шупка-сарӑ тӗслӗ вӑрӑм плащ тӑхӑннӑ арҫын ҫурӑмӗ курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӗтел тавра вырнаҫса лартӑмӑр кӑна, алкумӗнче ӳсӗркелени илтӗнчӗ, унтан алӑк анинче сӑран карттус, ҫӳхе пиншак тӑхӑннӑ пысӑк мӑйӑхлӑ, вӑтам пӳллӗ, тулли питлӗ, самай кӗрнеклӗ арҫын курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мана вӑл ҫӗкленсе-ҫӗкленсе пынӑн курӑнчӗ, вӗҫсех те каяссӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Театр ушкӑнӗсем декораци, костюмсем ҫине те тимлӗх уйӑрни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0%b ... %82%d1%80/

Пирӗн территори ҫинче ҫеҫ ӑна хирӗҫ вӑйлӑн тӑни курӑнчӗ.

Только на нашей территории встретила она серьезное сопротивление.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

…Ялта, кирек хӑш енчен пӑхсан та, хуларинчен урӑхларах пурнӑҫ ҫав: Таранов ҫурмалла ҫурӑлса каясла хыпкаланчӗ пулин те хулпуҫҫи урлӑ хулӑн сумка ҫакнӑ хӗрарӑм почтальон урамра кӑнтӑр ҫитеспе тин курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темле мӗскӗннӗн курӑнчӗ вӑл: пӗчӗкленнӗ пек, хура ҫӳҫӗнче шурӑ пӗрчӗсем нумайланнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн сӑнӗ халь ытла та шеллемелле курӑнчӗ, куҫӗсем тунсӑхлӑ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Уйӑх ҫутинче унӑн пичӗ сиввӗн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унӑн упӑшки, финанс институтне пӗтернӗ ҫамрӑках мар ҫын, кӑмӑлӗпе те, хусканӑвӗсемпе те Сергей Николаевича пачах та хирӗҫле пулни ӑна тӳрех курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех