Шырав
Шырав ĕçĕ:
План ҫине япаласем мӗнле курӑннине ӳкермеҫҫӗ, вӗсем ҫӗр ҫинче мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине, вӗсен мӗлкине анчах ӳкереҫҫӗ.
Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Икӗ енчен те пӗр пекех тимлесе пӑхмалла, мӗн курӑннине пӗр пекех, тӗплӗ шута илсе, виҫсе хак памалла.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вара ачасем тӑххӑрмӗш хутран мӗн курӑннине сӑнама кайрӗҫ.
Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628
Шывра хамӑн сӑн курӑннине эпӗ тавҫӑрса илтӗм.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Татӑклӑ йышӑну тумасӑр, урӑхла каласан — икӗ ҫак ҫынна умӑма кӑларса тӑратса, анчах иккӗленӗве сирмесӗр — Биче Сениэль ҫинчен хамӑн шухӑшӑмсем ӳстерсе хакланӑн, канӑҫсӑррӑн курӑннине асӑрхатӑп.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗлӗнмелле те: эпӗ тӑнӑ та — пачах хускалмастӑп, куҫӑмсем кӑна ҫаврӑнкалаҫҫӗ, ҫак самантра хам утӑ капанӗсен хушшинче кулянса сӗмленекен ашакла курӑннине те тӗшмӗртместӗп.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Галеран ӗҫ мӗнле пынине пӑхма анчӗ, тискеррӗн ҫуталнӑ лутра та ансӑр хушӑкӑн хӑйне евӗрлӗ хӑтлӑхне туять, — ҫӗр ҫине лартнӑ кӗленче мӗлки мӗн курӑннине плакат сӗмӗ кӗртет.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑна ӗнтӗ пытанса ҫӳресе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑна-лӑпчӑна выртса кашни сас-чӗве илтмессерен шак хытса тӑрса тата куҫа мӗн курӑннине пурне те шпиксемпе казаксем вырӑнне шутласа кӑштах ывӑнтарчӗ те.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унта эпӗ гуигнгнмсен тараватлӑ ҫӗршывӗ ҫинчен асӑнса киленетӗп, ехусене хӑйсем вӗренме пултарнӑ таран вӗрентме шутлатӑп, тӗкӗр ҫинче хам епле курӑннине час-часах пӑхатӑп, ҫапла туса, май пулсан, хама ҫын евӗрлӗ тыткалама хӑнӑхса пыратӑп, гуигнгнмсем ман ҫӗршывра тискер ӗҫсем тунишӗн хытӑ тарӑхма тытӑнатӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Эсӗ Виммербюри ярмӑрккӑра пӗрре те пулман пулӗ-ха, ҫавӑнпа та утӑ пасарӗ мӗнлерех курӑннине те пӗлместӗн.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Авалтанпах ҫынсем пӗр-пӗринчен ҫывӑхра вырнаҫнӑ хӑшпӗр ҫутӑ ҫӑлтӑрсем тӗрлӗрен фигурӑсем майлӑ курӑннине асӑрханӑ.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ӳкерчӗкӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Авалрах тӳпере кометӑсене курни ҫинчен каланисене шута илсе, Галлей шухӑшласа пӑхнӑ та хӑшпӗр кометӑсем яланах пӗр вӑхӑтра курӑннине асӑрханӑ.
Эдмунд Галлейпе унӑн комети // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӗр мӗнле улшӑнса пынине эпир Уйӑх ҫинчен хамӑр куҫпа сӑнасан кӑна Уйӑх Ҫӗр ҫинчен пӑхсан мӗншӗн пӗрре ҫурла пек, тепре тулли курӑннине аван ӑнланса илтӗмӗр.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уйӑх ҫинчен вӑл хура курӑннине эпир малтанах пӗлнӗ.
Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫынсем пӑхмалли труба шухӑшласа кӑлариччен Уйӑх ҫинче мӗнле пӑнчӑсем курӑннине лайӑх ӑнланса илеймесӗр тӗрӗс мар шухӑшланӑ.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хӑй ҫак вӑхӑтра еплерех курӑннине вӑл айккинчен курнӑ пекех пӗлет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах эпир часах пиҫиххие пушӑ ҫыхни те, койка ҫинчи вырӑна тирпейлӗ сарса хуманни те малтанлӑха кӑна вак-тӗвек ӗҫ пек курӑннине, ҫаксем пурте пире дисциплинӑллӑ пулма вӗрентнине, пире ҫар ӗҫӗсене хӑнӑхтарса пынине ӑнланса илтӗмӗр.
2. Ҫар ҫыннисем пултӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Иван Иванович хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗҫсене майлаштарса ҫитернӗ хыҫҫӑн, яланхи пек, аслӑк айне канма тухса выртма ӗлкӗрнӗ кӑначчӗ, кӗҫех вӑл хапха калинккинчен тем хӗрлӗн курӑннине тӗлӗнсе асӑрхарӗ.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах та вӑл нумай вӑхӑт чӗнмесӗр тӳсеймест, Костьӑна ҫак чӑнкӑ ҫырантан мӗн курӑннине йӑлтах кӑтартса ӑнлантарма пуҫлать.Но долго молчать она не может и показывает, объясняет Косте все, что видится с крутого обрыва.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.