Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнмасть (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫран йӗппе чиксен те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пирӗн вара кунта вӗҫӗ те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Никама систермесӗр пӳртрен тухрӗ, телее каҫ тӗттӗм, куҫран чиксен те нимӗн курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗттӗм каҫ сирӗлчӗ пулин те тавра курӑнмасть, ҫил-тӑвӑл лӑпланман-ха.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗлпи кӑна курӑнмасть, ун ҫинчен асӑнакан та ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Тем, пит ӳсни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, персе те анаҫҫӗ пулӗ, анчах тулли уйӑх ҫути йӑлт хупласа хунӑ та ҫӑлтӑр ӳкни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ял йӗри-тавра урӑх ниҫта та хурӑн кати курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Темле хытса кайнӑ, ҫулҫи те лайӑххӑн курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Инҫетелле пӑхсан, нимӗн те курӑнмасть.

Вдали ничего не было видно.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах вӑл географи картти ҫинче курӑнмасть, мӗншӗн тесен ҫав картӑн масштабӗ пит пӗчӗккӗ.

Но этого не видно на географической карте, так как эта карта очень мелкого масштаба.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундра зони пӗтӗмпе пекех поляр ункин леш енче выртать, унта хӗлле хӗвел темиҫе кун хушши, темиҫе уйӑх хушши те пӗртте курӑнмасть.

Почти вся зона тундры лежит за полярным кругом, где зимой солнце по нескольку дней и даже месяцев совсем не показывается.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Таврара пӗр хура пӑнчӑ та курӑнмасть.

Вокруг ни пятнышка.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл пирӗнтен каялла тарать, ниҫта та нимӗн те курӑнмасть, пур ҫӗрте те пӗр пекех, йӑлтах шап-шурӑ.

Она убегала назад, пустынная, однообразная. Все было бело.

Хӗлле тундра тӑрӑх кайни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах таврара нимле ял та курӑнмасть.

Но поблизости не было никакой деревни.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Килӗшетӗп санпа, — терӗм эпӗ Пӗчӗк принца, — кирек мӗн ҫинчен сӑмах пытӑр — ҫурт-и вӑл, ушкӑн ҫӑлтӑр-и… е пушхир-и — вӗсен шалти илемӗ куҫа курӑнмасть!

— Да, — сказал я. — Будь то дом, звезды или пустыня — самое прекрасное в них то, чего не увидишь глазами.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Нимӗн те курӑнмасть, нимӗн те илтӗнмест.

Ничего не видно. Ничего не слышно.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ҫук, сирӗнте манӑн розӑн илемӗ пачах та курӑнмасть.

— Вы ничуть не похожи на мою розу, — сказал он им.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗншӗн Ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та курӑнмасть?

А разве на Земле нет людей?

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Кунта урӑх пӗр чун та курӑнмасть.

— Там тоже никого нет.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех