Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курччӑр (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыттисем хӑйне ан курччӑр тесе, Доруца пӗшкӗнсе утрӗ, кӗҫех тӗттӗм залра куҫран ҫухалчӗ.

Пригнувшись, чтобы не быть замеченным, Доруца исчез в темноте зала.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Курччӑр ҫынсем: мучин те парне япӑх мар.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ан тив, вӗсем те ҫут тӗнчере ҫӳресе курччӑр, ырӑ та ирӗклӗ пурнӑҫӑн тутине астивсе пӑхчӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Курман пулсан, паян курччӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир еплерех пурӑннине мӗнле пур ҫапла курччӑр.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗнпе пӗрле ҫак ирсӗр ҫынна, Уҫӑпа та курччӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Курччӑр ара, пӑхса чӗтресе тӑччӑр, — паттӑрланчӗ хан.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тепӗр хут калатӑп, хамӑр енчи хура халӑх, — хӑйне пурте курччӑр тесе темле каска пуканӗ ҫине улӑхса тӑчӗ турхан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйӑх та, хӗвел те ан курччӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑт курччӑр ҫынсем, пӗлччӗр вӑрмана килнине те.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗри курать иккен те, ма юнашар тӑраканнисем ан курччӑр ӑна?

А если даже кто-то что-то и видел, почему стоящие с ним рядом ничего не видели?

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хальхинче вара, ачасем ҫӑкӑр мӗнле пиҫсе сӗтел ҫине ҫитнине хӑйсен куҫӗпе курччӑр тесе, вӗсене районти ҫӑкӑр заводне экскурсие илсе кайма шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Юри васкаса сиксе тӑчӗ вӑл Ивукпа Павӑл курччӑр тесе.

Быстро так вскочила, чтоб ее увидели Ивук с Павлом, и помчалась.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара курччӑр пурте — ҫӗнӗ меслетпе мӗн чухлӗ кӗлте ҫыхма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Луччӗ ӗҫлес, Зейнаб, кӗркунне вара курччӑр — тивӗҫлӗ-и эпир фронтрисене е тивӗҫлӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫӗ ялтан чи ӑста платниксене суйласа илер те, ӗҫлеччӗр кунта пӗр чарӑнмасӑр, хире тухса та ан курччӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурте курччӑр, Иштерек хӗрӗ Альпи айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курччӑр, туйччӑр пирӗн вӑя!

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав хаяр вӑрҫӑ нихӑҫан та ан пултӑр, пирӗн ачасем, мӑнуксем — никам та вӑрҫӑ нушине ан курччӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Анчах эсир палӑшма хатӗррипе ыттисем усӑ ан курччӑр.

Однако не позволяйте другим злоупотреблять вашей готовностью вникать в решение их проблем.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех