Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куркапа (тĕпĕ: курка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫимун сӑмах чӗнмерӗ, паҫӑрхи вырӑнне пырса лариччен малтан пасар сӗтеллисем патне ҫитрӗ те, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑма витринчен куркапа сив уйран ӑстарса, ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пит ҫума пӗр пысӑк куркапа сивӗ шыв ӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр-пӗр халиччен вӗсем патне пыман ҫын ним сӑлтавсӑр пырсан вӑл леш кайсанах ун хыҫҫӑн тухса, «мӗн шутпа килтӗн — пуҫпах пултӑр» тесе, куркапа «хӑна» кайнӑ еннелле шыв сапать имӗш.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аннушкин куркапа кофе килсе лартрӗ те журналсемпе кӗнекесене пуҫтарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫӑкӑрне йӗпетсе ҫемҫетме хӑй умне тӑм куркапа шыв лартнӑ, пуҫлӑ суханне яшкана яма хатӗрленӗ пек касса туранӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ку вӑхӑта Машук хитре куркапа шыв та илсе килсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Паҫӑрхи куркапа йӑтса килнӗ шыва пӗр-ик ҫӑвар сыпрӗ те малалла калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗ тытать куркапа, Ӗҫет ӑна тав туса, Юлашкинчен сӑрана Пӑхать темшӗн тутанса.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чӳрече умне куркапа шыв ӑсса лартас.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан часах черккепе эрех тата куркапа сӑра йӑтса тухрӗ те: — Паян эсӗ чиркӗве ытла та аван илсе кайса килтӗн. Уншӑн сана хӑналама та тивӗҫ. Тыт, хуҫа арӑмне сывлӑх сунса ӗҫ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна ҫенӗкрен куркапа квас тата ҫӑм калуш йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аран-аран тӑрса, вӑл шӑвӑҫ куркапа шыв ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӗтӳ яла кӗриччен шӑтӑк чавакансем ӗҫ пӗтерсе таврӑнчӗҫ, витрери шыва куркапа ӑсса ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай, хӗрелсе кайнӑ куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, чӳрече умне куркапа шыв пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кашни лав патне пырса рабочисене ҫаврака йывӑҫ куркапа кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васкасах вӑл тытма ҫинче ларакан витререн куркапа шыв ӑсса питне ҫунӑ, шӑлӑнма алкумне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан кӑмака кӗтессинчи чӳлмекрен куркапа шыв ӑсса илчӗ те шыв ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Потом встал, прошел к котлу с водой, зачерпнул полный ковш и всмотрелся в него как в зеркало.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр кӗтӳ шӑна хускатса сӗтел ҫине Тӗмеркке кӑвас икерчи татӑкӗпе тӑвара хурса пачӗ, тӑм куркапа эрех тыттарчӗ.

Согнав со стола целый рой мух, Тимеркке поставил солонку, разрезал блин, наполнил глиняную чарку самогоном.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хитре арӑм вут патӗнче йӗс куркапа тутар валли чей вӗретет.

А красивая жена кипятит в медном ковше чай для татарина.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех