Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курар (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрех хутчен, арҫынсене мӗнле вӗлернине курар мар… — терӗ, Платун ҫенӗке кӗрсе ҫухалсан.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальхинче те акӑ вӑтам пӳллӗ, пӗчӗк мӑйӑхлӑ, тӗм-хура ҫӳҫне ҫурма полькӑлла кастарса тап-таса хырӑннӑ хуҫа тавар сӗтелӗ умӗнче тӑракан ывӑлӗ патне пычӗ те: — Сергей, вун тӑваттӑ ҫапрӗ. Халь-халь Палас пӑрӗ хускалмалла. Тухса курар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атя-ха, кайса курар лашине.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ыран ушкӑнпа хулана кӗрсе курар мар-и?

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атя, аялти урама, вятскисем каяҫҫӗ, кайса курар, — терӗ Ҫемук.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паян йӑлтах пӗлменнисене ас тивсе курар

Нынче мы с тобой перепробуем все, чего не знаем.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ну, ҫитсе курар, эппин.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Айда, кайса курар.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кайса курар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хан та хан теҫҫӗ, курар ӗнтӗ, мӗнлескер вӑл — мӑйракаллӑ-и, мӑйракасӑр-и?

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас ӑна амӑшӗпе нумай калаҫма памарӗ, атя ман ӗҫ вырӑнне ҫитсе курар тесе хуп витнӗ лупас айне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну-кӑ, курар вӗсен ӑйӑрне!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хамӑр пӳрте кӗрсе курар, хуть пӗр сехет хушши те пулин ларса ӑшӑнам.

Зайдем в нашу избу, я хоть часок погреюсь.

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

 — «Кӗрсе курар».

 — «Извольте».

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Пиҫиххисен тӗслӗхӗсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн: «Атьӑр-ха хӑю тӗртмеллине кайса курар», — терӗҫ.

Поговорив о поясах и налюбовавшись ими, мы гурьбой отправились к станку — «хӑю тӗртмелли».

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Иван Никифорович та туслӑхне тӗрле майпа палӑртма тӑрӑшатчӗ, хӑй тем пек катара тӑратчӗ пулин те, Иван Иванович еннелле табак мӑйракине тӑсса: «усӑ курар!» тесе хисеплетчӗ.

Иван Никифорович, с своей стороны,показывал тоже самые трогательные знаки дружбы и, где бы ни стоял далеко, всегда протянет к Ивану Ивановичу руку с рожком, примолвивши: «Одолжайтесь!»

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Тата кӑштах курар.

Еще посмотрим немножко.

27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Сирӗн яранга патне каяр эппин, курар, мӗнлерех хӗрача вӑл, Соня текенни.

— Пойдем тогда к твоей яранге, посмотрим, какая она, эта Соня.

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Ыр курар ирӗке юлнӑ ятпа!

— Гульнем без родительского глаза!

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Курар.

Поглядим!

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех