Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗсенче (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта — фашистсен каторгине лекнӗ патриотсен ҫырӑвӗсем, хаяр ҫапӑҫу кунӗсенче совет салтакӗсемпе офицерӗсем ҫырса пынӑ дневник страницисем.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Мамарлановсем — Сантӑр тата унӑн икӗ йӑмӑкӗ — вӑрҫӑ чарӑннӑ хыҫҫӑн та ҫулталӑка яхӑн Автанкассинчех пурӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑрҫӑн юлашки кунӗсенче йывӑр аманнӑ ашшӗ часах таврӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ноябрӗн юлашки кунӗсенче Лисукпа Ваҫук пирӗнпе сывпуллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗш кунӗсенче Чӑваш Енре Республика кунне халалласа йӗркелекен мероприятисене плана кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Уяв кунӗсенче пӗтӗмпе 55 ытла тӗрлӗ мероприяти ирттерме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Вӗсем пекех, куллен Нӗркеҫри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула чупнӑ, ҫу кунӗсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра ӗҫленӗ, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах выляса савӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Кун пек ӑшӑ ҫу кунӗсенче Кирукпа Санюк яланах Куйта кӳллинче шыва кӗретчӗҫ: килениччен ишетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 18-21-мӗш кунӗсенче Шупашкарта «РЕЛАВЭКСПО-2023», пӗтӗм халӑхсен хушшинчи курав иртет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Чӑваш Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 24-25-мӗш кунӗсенче асӑннӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Таджикистан Республикинче пуш уйӑхӗн 1-4-мӗш кунӗсенче Раҫҫей Правительствин делегацийӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ, пирӗн регионтан та вӑл йыша кӗнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

— Эх, мӗн тери аван ҫу кунӗсенче!

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уяв кунӗсенче ӑна ӗҫшӗн икӗ хут та тӳлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫу кунӗсенче, ҫӗмӗрт, ҫӗр, хӑмла ҫырли пиҫнӗ вӑхӑтра, е каярахпа мӑйӑр тулса, саралса ҫитнӗ тапхӑрсенче, райцентрта столовӑй алӑкӗ умӗнче е халӑх кӗшӗлтетекен ытти тӗлсенче час-часах Ула Тимӗрпе унӑн юлташӗ Малинов Миша ҫырла е мӑйӑр сутса ларнине курма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсенчен аяларах пӗчӗк варинккесем ҫапнӑ: ҫу кунӗсенче каснӑ йӗрсем тӑрӑх пыл пек йӑлтӑртатса юхакан сухӑр (канифоль тата сӑркӑч чӗртаварӗ) пухма.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ноябрь уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче хӗрсем чӗпӗсене ҫӗнӗ фермӑна куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫемье пуҫӗ пуш уйӑхӗн пуҫламӑш кунӗсенче 90 ҫул тултарать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Юлашки кунӗсенче вӑл сӑвӑсем ҫырнӑ, унта унӑн кӑштах ӳпкелешесси те пулнӑ хӑйне йывӑр поручени панӑшӑн, ҫавна пула чирлеме тивнишӗн.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫийӗнче симӗсрех гимнастерка, уяв кунӗсенче — ҫут тӳмеллӗ хура тужурка.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Октябрь кунӗсенче вӑл Выборгски район ҫыннисемпе пӗрле рабочи класс влаҫне ҫӗнсе илессишӗн кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Уяв кунӗсенче турнирсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех