Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кунӗпе (тĕпĕ: кунӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ ӗҫпе кунӗпе ҫӳресе ывӑннӑ хыҫҫӑн каҫкӳлӗм киле ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Тӳлеме ӑна, юрланӑшӑн, питӗ сахал тӳлеҫҫӗ, кунӗпе юрланӑшӑн та ҫичӗ пус-и, мӗн-и… хӑрах ҫӑпата илме те ҫитмест вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунӗпе арӑмӗшӗн пӑшӑрханса пӗтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ ҫын пӗр стакан эрехе ҫараллах ӗҫрӗ те, костюмне, ҫӑм аттине хывмасӑр диван ҫине ӳкрӗ, ирччен пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр выртрӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем ӗнер кунӗпе сивӗре тӑрса шӑннӑ та каҫхине килсен сӗтел хушшинче самаях «ӑшӑнчӗҫ» пулас, халӗ пур пӳлӗме те илтӗнмелле «хуп турттараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ял ҫинче кунӗпе краклатса явӑҫакан кураксем лӑпланса йӑвана ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Мӗн терӗн, илӗм-тилӗмпе тӑрса, кунӗпе ҫак шӑршлӑ путвалта пилӗке ав-ха…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шутларӑм та, кунӗпе ӗҫре, вӑрманта, лесничествӑра ҫӳресе ывӑннӑ Тимафи пиччене мӗншӗн тепӗр хут вӑрмана уттарас?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кунӗпе ӗҫленӗ лашана тавра ҫӳреме йывӑр килет.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен тулӑх пурнӑҫпа, чипер килӗштерсе пурӑннӑ кил-йышпа унӑн пысӑк хуҫалӑхӗ кӗҫӗр ;кунӗпе хаяр ҫапӑҫусем пынӑ хыҫҫӑн шӑпланнӑ вӑрҫӑ хирне аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Усли, кунӗпе ӗҫлетӗн, ӗшенетӗн пуль.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗнер кунӗпе ӑҫта сулланса ҫӳрерӗн?

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунӗпе юрласа-ташласа ывӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем кӑштах канаканччӗ те каҫхине каллех вӑйӑсене тухса выляса-кулса савӑнаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунӗпе тӑчӗ Али-Акрам пуҫне тӑрӑнтарнӑ шалча пӳрт умӗнче.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кун кунӗпе — иртен пуҫласа каҫчен — ҫӗр чӗтренӗ чухнехи евӗр кисренсе тӑчӗ Ар-Сӗнтӗр крепоҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр-упраҫсем кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ пулсан та ҫыврас умӗн кӑшт та пулин вӑйӑ каласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан, кунӗпе ӗҫлесе тӗрлӗ ҫӗре чупса ывӑннӑскер, вите айккинче шӑналӑк карри еннелле пӑхкалатчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра урам енчи кӗҫӗн алӑк шалтлатса уҫӑлса хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп кунӗпе сирӗн картишӗнче.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла васкамасӑр пырса Тукай ҫыннисем кунӗпе утса та пӗр ҫирӗм ҫухрӑм кӑна кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кун патша чатӑрӗ умӗнче кунӗпе воеводӑсем хӗвӗшрӗҫ, икӗ Воротынский — Михаилпа Владимир — унтан тухма та пӗлмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех