Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулмасӑр (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхтин нимӗн те тӑхтавсӑр пулмасть, — шӳтлесе тавӑрчӗ сӑвӑҫ, унтан кулмасӑр каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Асту, — терӗ юлашкинчен, тунсӑхлӑ кӑвак куҫӗпе каччӑ ҫине кулмасӑр пӑхса.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӑштах кайсан, Евсей Антоныч кулмасӑр каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пур аслӑ Руҫ тӑрӑх ман ятӑм чаплӑ пулӗ, пур чӗлхепе те асӑнӗҫ мана унта! — терӗ Аркадий Пушкин сӑмахӗсемпе, унтан нимӗн кулмасӑр хупса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл та тракторист, вӑрҫӑра танкист пулса пуҫне хучӗ, — терӗ Илюш, пӗрре те кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кулмасӑр мӗнле тусен!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атя кайса пӑхатпӑр — терӗ хӗр пӗр кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каятпӑр-и ун патне? — пӗр кулмасӑр ыйтрӗ хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нимӗн чухлӗ те памастӑп, шӑллӑмсем, — хальхинче пӗр кулмасӑр хуравларӗ Усеин-Сеит.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтрӗн пуль, — терӗ лешӗ пӗр кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла пулсан кайсах кур хурӑнсене, — пӗр кулмасӑр каларӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, — терӗ Шигалей пӗр кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь каппайланса калатни е хӑвах тытрӑн-и ӑна? — кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улу карачи, пӗр кулмасӑр калать-и кӑна тенӗ пек, куҫ айӗн хан ҫине пӑхса илчӗ, вӑл каланине шӳтле ӑнланасшӑн пулчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр шуйттанӗ каснӑ-лартнӑ сан аҫу пакчӗ, — терӗ калавҫӑ ним кулмасӑр.

— Один, помню, точь-в-точь как твой отец был, — на полном серьезе говорит рассказчик.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кулмасӑр ҫӑвар уҫмасть Ухатер пичи.

Без смеха не открывался рот дяди Ухадера.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Шуйттан пӗлсе пӗтерӗ хӗрарӑма, — терӗ леш ним кулмасӑр.

— А дьявол их знает, баб этих! — продолжал злиться хозяин.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Пӗлместӗп, — тет Хӗлип пӗр кулмасӑр.

— Не знаю, — ответил Хелип без тени улыбки.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр Хӗлип ҫеҫ, тӳре пек, Пӑҫа ҫине кулмасӑр пӑхать.

Один Хелип, как судья, смотрит на Пазю строго, без улыбки.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑн-сӑпат тӗлӗшӗнчен вӑл пур енчен те ашшӗне хывнӑ: ашшӗ пекех вӑрӑмрах питлӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ, кулмасӑр пӑхакан тӗксӗм куҫлӑ, ҫӳллӗ ача пулнӑ.

Внешне, правда, был похож на отца: высок, то же продолговатое лицо, светлые волосы, задумчивые темные глаза.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех