Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулли (тĕпĕ: кулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алиса Эсборнпа унӑн упӑшкин сӑнӗ пурин кӑмӑлне те палӑртать: икӗ мӑшӑр савӑк куҫра вӗсен шалти тӗнчин тытса чарайми кулли ҫиҫет.

Выражение лица Алисы Эсборн и ее мужа определило настроение всех — это были две пары блаженных глаз с неудержимой улыбкой своего внутреннего мира.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Унӑн кулли апчхулатма хатӗрленекен ҫын сӑнне аса илтерет.

Улыбка его напоминала выражение лица человека, собравшегося чихнуть.

II. Хуралҫӑ йӑнӑшӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Хӗрӗн сӑнчӑрланӑн, тӳп-тӳррӗн пӑхакан куҫӗсем, хевтесӗр кулли, сӑнӗпе темӗн каласшӑн евӗрскер — телейлӗ тепӗр аптӑрав — арестанта кӗтмен ҫӗртен шартах сиктерсе уттине чарма хистерӗҫ.

Ее прикованный прямой взгляд, слабая улыбка и нечто в выражении лица — некая счастливая растерянность — заставили его, вздрогнув от неожиданности, задержать шаг.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Шӑпа кулли: эпӗ — йӗтрепе, тарпа!

Ирония судьбы: я — с картечью и порохом!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пуласлӑх — хӗрлӗ хӗвел тухӑҫ, ирхи ҫил, ытарайми тӗтре ҫийӗн сӳнекен ҫӑлтӑр, шуҫӑмӑн савӑнӑҫлӑ чӗрӗлӗхӗ, ҫӗрӗн куҫҫулӗпе кулли; пуласлӑхӑн пӗртен пӗр ят кӑна пулма пултарать — Кармен.

Будущее — красный восток, утренний ветер, звезда, гаснущая над чудесным туманом, радостная бодрость зари, слезы и смех земли; будущему могло быть только одно единственное имя — Кармен.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Нумайӑшӗн сӑнӗнче — ҫав тери пӗлес килекен ҫынсен тинкерӳллӗ, аванах мар кулли.

Многие улыбались напряженной, неловкой улыбкой людей, охваченных жгучим любопытством.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унӑн ҫӗр каҫа начарланса туртӑннӑ питне евӗклӗ тимлӗхӗн ахаль чухнехи ҫемҫе, вӑйсӑр кулли ҫутатать.

Обычная слабая улыбка вежливого внимания освещала ее осунувшееся за ночь лицо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Калӑр ӑна… — Бильдер сак ҫинче ҫаврӑнса ларчӗ те — ыйтакансем унӑн хевтесӗр иртнӗлӗхӗн ҫирӗп те лӑпкӑ кулли йӑлкӑшакан ҫивӗч пӑнчӑ-куҫӗсенчен шикленсе тинкерчӗҫ, — ӑна, йытӑ ҫурине, вӑл ҫирӗм пилӗк ҫул каяллах пӗлекен Бильдер ҫапла ҫирӗплетет тейӗр: Дюк капитан хӑйӗн «Марианнипе» Кассет пырӗнчи Вардпа Зурбаган хушшинчен… тулли тиевпе… ишсе тухмашкӑн -нихӑҫан та хӑюлӑх ҫитереймест.

— Скажите ему, — Бильдер повернулся на скамейке, и просители со страхом заглянули в его острые, блестящие глаза-точки, смеющиеся железным, спокойным смехом дряхлого прошлого, — скажите ему, щенку, что я, Бильдер, которого он знает двадцать пять лет, утверждаю: никогда в жизни капитан Дюк не осмелится пройти на своей «Марианне» между Вардом и Зурбаганом в проливе Кассет с полным грузом.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ку — ҫавах: пурнӑҫри чӑрсӑрлӑхӑн пыртан тухакан, тӗлӗнмелле кулли.

Это был тот же странный, горловой смех жизненного упорства.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫавӑнтах унӑн сӑмахӗсене савӑнӑҫ кулли хуравларӗ — тара хӗмлентерсе сирпӗтме ытла та сахал кирлӗ-ҫке…

И тотчас улыбка радости ответила ее словам — так было немного нужно, чтобы воспламенить порох.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Чӗрине савнӑ ҫынни тутлӑн ыталанӑ ҫивӗч самантри кирек хӑш хӗрарӑмран кая мар хумхантармаллипех хумхантарнӑн — Стелла кӑшкӑрса ячӗ; унӑн янӑравлӑ, телейлӗ кулли пӳлӗме юхса саланчӗ, тамалчӗ те лӑпкӑ йӑлкӑшупа Аяна питӗнчен сӗртӗнчӗ.

Взволнованная до глубины души, не меньше, чем любая женщина в первый сладкий и острый момент объятий избранника, Стелла вскрикнула; звонкий, счастливый смех ее рассыпался в комнате, стих и молчаливой улыбкой тронул лицо Аяна.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Кулли вырӑнсӑр иккенне те тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ хӑй, ҫапах…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулли салху тухрӗ; ҫакна асӑрхасан Ассоль ют ҫынна сӑнаса тӗсенӗ чухнехилле хумханчӗ.

Улыбка вышла грустной; заметив это, Ассоль встревожилась, как если бы смотрела на постороннюю.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сирӗн килӗрсенче яланах ача-пӑча кулли янӑратӑр!

Пусть детский смех в этот праздник раздается из каждого дома.

Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2019 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/28/news-4003712

Ҫак хӗр ташши, унӑн кулли каччӑ чӗрине вырӑнтан хускатрӗ, юрату туйӑмне ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хатӗрлесе хунӑ кулли те пичӗ ҫинчех.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Умра ун ӑшӑ кулли, ҫепӗҫ сӑмахӗсем.

Перед ее глазами все еще стояли его улыбка и произнесенные им ласковые слова.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Вӑл пуҫне сулларӗ те кулса ячӗ, унӑн кулли тӗксӗм куҫӗсен ҫути пекех кичем пулчӗ.

— Он качнул головой, усмехнулся, и усмешка у него была такая же мрачная, как блеск черных глаз.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Ку — тӗнче кулли!» — теҫҫӗ.

«Это, — кричат, — мировой позор!»

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кулли хӑйӗн кӑмӑллӑ.

Я заметил, что глаза его смотрели по-доброму.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех