Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кукӑлӗ (тĕпĕ: кукӑль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матӗрне ҫак хушӑра сӗтел ҫине типӗтнӗ улма кукӑлӗ, кӑлпасси, тӗтӗмпе вӗтеленӗ пулӑ, ветчина тата хӑпарту лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйпе пӗрле пӗчӗк пичкепе пыл сӑра, чӗрес тулли сар ҫу, чӗр пулӑ кукӑлӗ, йӑва, чӑкӑт илнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пулӑ кукӑлӗ, чӑкӑт, йӑва пӗҫерчӗ те хуняшшӗ кучченеҫ хурса килнӗ карҫинккана вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кукӑлӗ ҫунин — ҫунтӑрах.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кукӑлӗ краҫҫын тути калать, канфечӗсем ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпӑҫаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӑл ал айӗнче пур чухне кукӑлӗ те, икерчи те, яшки те тутлӑрах, ырӑ шӑршӑллӑрах пиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хветӗрӗ тӑпӑрчӑ кукӑлӗ юратнӑ, Ваҫли – ҫӗрулми кукӑлӗ, Ҫемен — кишӗр кукӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗмӗрт кукӑлӗ пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырсарникун пулнипе аппа сухан кукӑлӗ пӗҫерме ҫыпҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ара, кукӑлӗ сан пусӑхнӑскер, сӑпӑрчӑкланнӑскер пулнӑ, Кӗркури!!!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кӗркурие вара хӑйӗн купӑстапа, ҫӑмартапа пӗҫернӗ кукӑлӗ ҫеҫ мар, ҫын аллинчи ҫак вутлӑ-тӗтӗмлӗ «кукӑль» те чӗлхе ҫӑтса ямаллах тутлӑн курӑнчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Малтанах, ун валли тесе, урамра хӗрарӑм сутуҫӑран икӗ пӗчӗк аш кукӑлӗ туянтӑм, сыхлӑх камери патнелле ҫывхарнӑ май тӑватӑмкун йытӑсем хирӗҫнӗ вырӑна тӗпчесе ҫаврӑнтӑм, унталла-кунталла куҫ ывӑткаласа йыхӑртӑм:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак кунта ҫӗрулми кукӑлӗ, ак ку тата симӗс суханпа тунӑскер.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ, ашпа тунӑ хуплу, панулми кукӑлӗ, шӑрттан, сӳтӗн, сушка, клентӗр, премӗк пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мавра аппа патӗнче кӗҫӗр хӗрсем улах кукӑлӗ ҫиме пухӑннӑ тет, — терӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерне каллех кукӑльпе пӳремеч пӗҫерет — ахаль чухнехи пек ҫӗрулми кукӑлӗ мар, купӑста кукли!

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа уйланса та илтӗм: сысна какай кукӑлӗ пулӗ-ши хальхинче е ҫук-ши, эпӗ ӑна ҫав тери юрататӑп, кунти пек тутлӑ ҫак кукӑль урӑх ниҫта та ҫисе курман; сӑмах май, Дэлия ҫакӑ ӑнсӑртран килсе тухать тесе ӗнентересшӗн.

Я соображал также, будут ли на этот раз пирожки с ветчиной, которые я очень любил и не ел нигде таких вкусных, как здесь, причем Дэлия уверяла, что это выходит случайно.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑштахран акӑ ӑшаланӑ чӑх какайӗ, сурӑх какай кукӑлӗ, техӗмлӗ пылак ҫӑкӑр, апельсин, слива, персик, пылак пӑр, сахӑрлатнӑ мускат мӑйӑрӗ, типӗ иҫӗмпе финик «килсе ҫитрӗҫ».

Потом принесли жареных цыплят, пироги с бараниной, сладкий душистый хлеб, апельсины, сливы, персики, мороженое, засахаренные мускатные орехи, изюм и финики.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Ҫарӑк кукӑлӗ, Стомадор, пире ӗмӗрлӗхех пӗрлештерчӗ.

 — Репный пирог, Стомадор, навеки соединил нас.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ унӑн сӑмахӗсене чӑнласах йышӑнтӑм та стойка хыҫӗнчи шкапран виҫӗ кӗленче эрех, сысна пӗҫҫин ҫуррине, пӑрӑҫпа сивӗ рис, ҫарӑк кукӑлӗ туртса кӑлартӑм, пурне те сӗтел ҫине кайса хутӑм та пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫиме пикентӗм.

Я решил прямо толковать его слова и вытащил из шкафа за стойкой три бутылки вина, масло, окорок, холодный рис с перцем, пирог с репой, все снес на стол и молча принялся за еду.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех