Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ку сăмах пирĕн базăра пур.
ку (тĕпĕ: ку) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑхӑта тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ, — хальхинче ку сӑмахсем тата вӑрттӑнтарах янӑраса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ан васка-ха, ку пулать… ку самант каҫпа ҫичӗ сехет те хӗрӗх минут тӗлнелле ҫитет.

— Это будет… Гм, гм… Сегодня это будет в семь часов сорок минут вечера.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Ку юрра хӑйӑрсем юрлаҫҫӗ, ку ырра мар», — тет ҫул кӑтартса пыракан ҫын.

«Это поют пески, — сказал проводник, — не к добру это».

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Завьялов хӑйне хӑй ку вӑл пулма пултараймасть, ку вӑл куҫ улшу курни ҫеҫ, тесе каларӗ, ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку вӑл экспедици те мар, вӑхӑтлӑх — ан тив, чылай вӑхӑтлӑх — командировка та мар, ку вӑл — пӗтӗм пурнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑрушсӑрлӑх кунӗнче ачасемпе пӗрле пӗлӳ циклӗн видеороликӗсене пӑхса тухнӑ, «Транспорт» , «Ку эпӗ, ку эпӗ, кусем пурте манӑн туссем» дидактика вӑййисене ирттернӗ.

В рамках дня безопасности по ПДД с детьми были просмотрены видеоролики познавательного цикла, проведены дидактические игры «Транспорт», «Это я, это я, это все мои друзья».

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн эрни шайӗнче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... he-3448037

Шофер халех милицие чӗнетӗп, ку машина — министр машинӗ, тесе кӑшкӑрчӗ, анчах Завьялов ку сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку вӑл хӑйӑртан хӗрарӑм сӑнне купаласа тӑвакан леш художник е скульптор, е ку ӗҫе юратакан самӑртарах ҫын пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паллах, ку чӑн-чӑн тӗлпулу мар, ку тӗлпулу шухӑшра-ӗмӗтре анчах пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ак ку тата, ак ку! — типшӗмрех аллипе кӗрнеклӗ чул ҫурт ҫинелле тӗллесе кӑтартать мучи.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Шупашкарта, чӑн та, ку кӑтарту пӗчӗкрех — 28 метр, анчах ялсенче ҫуртсем пысӑкрах — халь вӑтамран 150 метрлӑ ҫуртсем тӑваҫҫӗ, ку регионӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвне те лайӑхлатать.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Вӑл ҫапла каласанах ку карчӑкӗ те унӑн сӑмахне итлесе ун патнерех юнашар пырса ларса: — Мӗн япала ҫинчен эсӗ тата капла манпа юнашарах ларса канаш туса илешшӗн? — тесе ытать кулкаласа калаҫҫа ку карчӑкӗ те.

Как только он так заговорил, старуха, слушая его слова, подсаживается к нему поближе: — О чем же ты хочешь потолковать, сидя со мной рядышком? — спрашивает старуха, улыбаясь.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Ку сказанисем Вӑтам Азире пурӑнакан дунгансен фольклорне те витӗм кӳнӗ. Уйрӑмах ҫакӑ ниепле те ку тӗнчерен уйрӑлса каяйман, ҫавӑншӑн темӗн тума та хатӗр ватӑ старик (Телигуэй) ҫинчен калакан юмахсенче лайӑх упранса юлнӑ», — тесе ҫыраҫҫӗ дунган юмахӗсене тӗпчекенсем59 .

По мнению исследователей, эти сказания оказали влияние на фольклорные традиции среднеазиатских дунган. Особенно узнаваем вышеназванный персонаж в образе Телигуэя, бессмертного старика, готового на все ради освобождения от земных пут.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ку шутра уйрӑмах Г. Тимофеевӑн «Тӑхӑрьялне» асӑнма пулать (маларах пӗрре палӑртрӑмӑр: ку кӗнекене паттӑр юмахӗсем кӗмен).

В этом отношении необходимо еще раз подчеркнуть значимость упомянутого нами труда Г. Тимофеева «Тӑхӑрьял».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Ку чӑн мар-ҫке, ку — тӗлӗкре…»

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Ку хӗрарӑм ман хутаҫа ҫӗклесе тармарӗ-ши? Ха, чӗмере! Вӑрӑ пулчӗ вӗт ку!» — шухӑш вӗҫсе иртрӗ Мӗтрин пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ма каҫрӑм-ха эпӗ ку ҫырма урлӑ, ма килсе тӑтӑм ку ҫурт умне?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗрарӑмӗ ку анатри хӗрарӑм-ха, анчах кам-ши, мана паллакан ҫын кам пур-ши ку ялта?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан Елюкпа епле калаҫни, ун ҫине епле пӑхни — картманни ҫеҫ мар, ку вӑл — ҫынна ҫын вырӑнне хуманни, ку вӑл — танлаштарса каласан — кушак шӑшие асаплантарни: кушак хӑй аллине лекнӗ шӑшипе тем хӑтланма та пултарать — ҫыртса ыраттарма та, вӗҫертсе ярса савӑнтарма та, унтан каллех сиксе ӳксе ярса илме те.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Туристсем ку эрнерех килсе ку проектпа паллашма пултараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Икӗ хула хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=4f3QNoZHnq4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех