Шырав
Шырав ĕçĕ:
корпуслӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Корпуслӑ детальсен шӑтӑкне ырапа аслӑлатнӑ чухне ҫав детале планшайба ҫумне ҫирӗплетсе лартма установӑчнӑй угольникпе усӑ курма сӗнчӗ — йышӑнчӗҫ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Эпӗ икӗ мол хушшинче пыратӑн, акӑ манран иккӗмӗшӗ хыҫӗнче яхтӑна аса илтерекен корпуслӑ йӑрӑс пӳллӗ, парӑслӑ карапа куратӑп.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шупашкарти Калинин район сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче пурӑнаканскер пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче С. усламҫа 106 500 тенкӗлӗх корпуслӑ сӗтел-пукан туса пама ыйтнӑ.
Сӗтел-пукана вӑхӑтра туса паманшӑн 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28409.html
Англин мӗнпур флотӗнче те «Клейморӑнни» пек тӗреклӗ корпуслӑ карап пулман, ҫапӑҫура та вӑл тепӗр фрегатран кая тӑман.
I. Туссемпе тӑшмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Крылов Кировӑн ҫыру сӗтелӗ ҫинче, чернил приборӗпе юнашар, тимӗр корпуслӑ тинӗс сехечӗ ларнине курать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Страницăсем:
- 1