Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

корзинка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ «Письмо к солдату», «Тепло для героя», «Корзинка для мобилизованных», «Подари платок солдату», «Новогодний подарок солдату» тата ытти акцисене пирӗн тӑрӑхри ҫынсем нумайӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ашшӗпе амӑшӗ, пысӑк ҫемйипе шуйӑхса, пӳртре корзинка аватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халь вӑхӑчӗ пур-ха, ҫуркунне енне кайсан, корзинка тытасси пулмасть пулӗ вара, — лавне пушатма пикенчӗ Назиб.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кунта ҫирӗм штук, унччен сакӑрвуннӑ илсе килнӗччӗ, — терӗ вӑл Сахрун пиччене, лешӗ миҫе корзинка авнине пӗлесшӗн пулсан.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкассинче вӑл хӗл каҫа миҫе корзинка авнине хӑй аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗр корзинкӑна ҫитерес тесе, вӑл кӑнтӑрлаччен ниҫта та тухмарӗ, пӗр труках виҫӗ корзинка авса лартсан ҫеҫ, кӑмӑллӑн кулса, витене лаша кӳлме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян Назиб тул ҫутӑличчен нумай малтан тӑчӗ те, урайне пӗр ҫӗклем хӑва кӗртсе пӑрахса, корзинка авма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадир пулсан та, вӑл хӗлле килте корзинка авма та ӗлкӗрет, ку та сахал, сӗрме купӑс калама та вӑхӑт тупать.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман сӑнарах пӑхрӗ те хӗрарӑмсем патӗнче кашнин умӗнче пӗрер корзинка калча ларнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлӗк эртел членӗсем хӑваран корзинка авас тӗлӗшпе ытларах ӗҫлетчӗҫ, халӗ, юманпа вӗрене нумай турттарса килнӗ хыҫҫӑн, ӳречеллӗ ҫуна тӑварах парасҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӗмен те, — хӑйне кура мӑнаҫлӑн ответлерӗ Сехре, — ҫапах корзинка авма тытӑнас тетӗп…

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Авас пулсан та, вӑл виҫӗ кунта пӗр корзинка авас ҫук».

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр кунхине Сехре, килте пӗччен ларса йалӑхнӑскер, эртел правленине те ҫитсе килчӗ, эртелте корзинка авасси пирки калаҫса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ хам корзинка аватӑп.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран, революци пулсан, ӑтӑлкассисем ялта колхозпа пӗрле промысла эртелӗ организациленӗ, ун урлӑ патшалӑха лайӑх корзинка туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Революциччен нумай ӗлӗкех ял ҫыннисем, улпут аллинче тӑракан хӑвана хаклӑ хак парса илсе, хӗл каҫиччен корзинка авнӑ, кайран вара ӑна Тарасов купеца ҫурма хакпа сутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкассисем корзинка авас, ҫуна-урапа тӑвас ӗҫе халь ҫеҫ вӗренмен, вӑл Михалапа Сахрун стариксен ашшӗсемпе аслашшӗсем пуҫласа янӑ ӗҫех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозник, колхозра ӗҫлес вырӑнне, килте корзинка авса лартӑр-ха, пысӑк усӑ парӗ-и вара вӑл?

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Промсоюза пинӗ-пинӗпе корзинка авса параттӑмӑр, мӗнпур кӳршӗ колхозсем валли ҫуна-урапа тӑваттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эртел пулнӑ пулсан, вӗсенчен кашни виҫҫӗр корзинка аватчӗ тата тепӗр вунпилӗк ҫуна тӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех