Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

коменданчӗ (тĕпĕ: комендант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Поселокри рабочисен коменданчӗ те кунтах тарӑхса ларать.

Комендант рабочего поселка нервничал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Арестленисене допрос тунӑ чух ҫакна пӗлтӗмӗр: нимӗҫсем тарнӑ кун, декабрӗн 29-мӗшӗнче, хула коменданчӗ управӑпа полицири улпутсене «эвакуацилеме» пӗр грузовой, тепӗр ҫӑмӑл машина панӑ.

Из допроса арестованных выяснилось, что 29 декабря, в день бегства немцев, комендант города предоставил одну грузовую и одну легковую машину «для эвакуации господ из управы и полиции».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Крепость коменданчӗ пулма ачасем Ҫтяпука суйларӗҫ.

Комендантом крепости был выбран Степок.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вардгуз хулин шапшур сухаллӑ ватӑ коменданчӗ Герасимов малтан акӑлчансен аллине тыткӑна лекни ҫинчен унтан акӑлчансене хӑйсене тыткӑна илни ҫинчен каласа ларсан, чӑтаймасӑр нумайччен кулнӑ.

Комендант Вардгуза, седенький старичок, долго смеялся, когда Герасимов рассказал ему, каким образом англичане из захватчиков-победителей превратились в пленников.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Штаб коменданчӗ Михеев, Щорс кӑтартӑвӗсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май, афишӑра палӑртнӑ кун «турӑсен турри» ҫине перес текен красноармеецсене хӑй команда парса площаде ертсе кайнӑ.

Комендант штаба Михеев, выполняя полученные от Щорса указания, в назначенный день собрал всех красноармейцев, желающих стрелять в «бога богов», и повел их на площадь под командой.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Щорса хула коменданчӗ туса хунӑ.

Щорс был назначен комендантом города.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Робчик ялӗнче делегацие нимӗҫ коменданчӗ, хӑйсем пырасси ҫинчен Щорс Унечаранах телефонпа пӗлтернӗскер, кӗтсе илнӗ.

В селе Робчик делегацию встретил немецкий комендант, предупрежденный Щорсом по телефону из Унечи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

 — Хрисанфов юлташ, сана ҫак ял коменданчӗ тӑватӑп.

— Назначаю тебя, товарищ Хрисанфов, комендантом деревни.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Ӑҫта вӗсен коменданчӗ? — пӑлханчӗ Шалов.

— Где их комендант? — волновался Шалов.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

«Шенкурскра лӑпкӑ», — пӗлтерет хула коменданчӗ Роджерс капитан хӑйен сводкинче.

«В Шенкурске тихо», — гласила сводка городского коменданта капитана Роджерса.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Станци коменданчӗ эпӗ!

Я комендант станции!

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Шенкурск коменданчӗ, Роджерс капитан, мана ҫав бандита юлташӗсемпе пӗрле тытса, вырӑнтах, судсӑр-мӗнсӗр персе пӑрахма, урӑхла каласан, хӑй вӑл Шенкурскра тунӑ пекех, тума хушрӗ.

«Шенкурский комендант капитан Роджерс приказал мне поймать этого бандита вместе с товарищами и расстрелять тут же без суда и следствия, на месте, то есть действовать именно так, как действует он в Шенкурске.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ав, Шенкурскра Америка коменданчӗ Отжар капитан.

Вон в Шенкурске лиходействует комендант капитан Отжар.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Персе пӑрахнӑ-пӑрахманах лагерь коменданчӗ хуралпа пӗрле иккӗмӗш барака ҫӗмӗрсе кӗчӗ.

И сразу же после него комендант лагеря вместе с охраной ворвался в помещение второго барака.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Англи коменданчӗ ӑна пичет пусса пачӗ те, Потылихин поезд ҫине ларса чип-чиперех Архангельска ҫитрӗ.

Английский комендант поставил печать, Потылихин сел в поезд и благополучно добрался до Архангельска.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑнтӑрла Андрей патне Мудьюг коменданчӗ пычӗ те унран вырӑсла ыйтрӗ:

Днем к Андрею подошел комендант Мудьюга и спросил его по-русски:

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Кама персе пӑрахнине? — кӑшкӑрса ячӗ Кемь хулин Англи коменданчӗ Грей полковник.

— Какие расстрелы? — воскликнул английский комендант Кеми, толстый и коротконогий полковник Грей.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хула коменданчӗ — хамӑр ҫын.

Комендант города — наш человек!

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Коменданчӗ ӑҫта тата?

— А где комендант?

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ну, станци коменданчӗ Омельченко, тӑмпуҫ, ҫав Жухрая пирӗн пата пӗр казакпа ӑсатнӑ, ку, ман патра лараканни, кӑнтӑр варринчех Жухрая казак аллинчен туртса илнӗ.

— Ну, понимаешь, Омельченко, балда, станционный комендант, с одним казаком послал его к нам, а этот, что у меня сидит, отбил его середь бела дня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех