Шырав
Шырав ĕçĕ:
Агриппина Иван пуҫӗ айӗнчен хӑйӗн шалаварне илчӗ, хӑвӑрт тумланчӗ те командира шырама тухса кайрӗ…Из-под изголовья у Ивана вытащила свои штаны, живо оделась, побежала искать командира…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ тӗрӗс мар турӑм, ҫар дисциплинине пӑсрӑм, командира ҫапса ӳкертӗм, — тет вӑл.Я поступил неправильно, нарушил военную дисциплину, ударил командира…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Лукаш командира ыйтса туп та, ҫырӑва ӑна пар.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Командира пурте Ворошилова суйламалла тесе йышӑнаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Фронтра пӗр-пӗр ҫын, хӑй кӑкӑрӗпе хӑюллӑн хупласа, юлташа е командира вилӗмрен ҫӑлса хӑварни те тӑтӑшах пулнӑ, анчах тӑшман пулине хӑй ҫине илекен кашни паттӑрӑнах пурнӑҫӗ татӑлман вӗт-ха.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Ӗҫсем йывӑр пулнӑ пулсан та хӑвӑрт пӗлсе илнӗ хыҫҫӑн, Кутузов лӑпкӑ, паттӑр генерал Коновницына командира лартса вӑйлӑ арьерград туса хунӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ну ӗнтӗ, командира «ходы сюды» теҫҫӗ пулсан, пӗтӗмпех паллӑ: бандитсем.
Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мартӑн 8-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, эпӗ 100 партизана яхӑн уйӑрса илтӗм те, вӗсене ертсе пыма опытлӑ командира — Базанова хушса, Богуши ялӗ патнелле кӑларса ятӑм.
Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Командира парӑн вара…
Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
«Партизансен отрячӗн командирне Василий Струтинскирен ыйту питӗ ыйтатӑп командиртан эпӗ партизансен отрядне кӗме пултаратӑп-ши, ҫук-ши, эпӗ унта пырсан командира питӗ хытӑ тав тӑваттӑм.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хӑвӑрӑн командира калӑр, эпӗ ун патне пырасшӑн.
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ленька плащ-палатка патне ларчӗ те, сӳтсе хунӑ автомата минут хушшинче пуҫтарса, ӑна командира пачӗ.Ленька присел около плащ-палатки, взял разобранный автомат и через минуту подал его командиру.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗррехинче, пӗр ҫурхи сулхӑн каҫхине, партизансем, вӑхӑт ирттерес тесе, кӑвайтсем умӗнче калаҫса ларнӑ чухне, отряда юланутлӑ связной вӗҫтерсе пычӗ те командира штабран парса янӑ хута тыттарчӗ.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хытӑ ҫывӑракан командира Федоров хӗрлӗармеец вӑратрӗ.
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Пӗррехинче ҫапла, пирӗн пата Василий Иваныч пычӗ, — шухӑша кайнӑ пек пулса, хуллен пуҫларӗ вӑл, — Селезниха ялӗ таврашӗнчеччӗ пулас-ха, — пычӗ те командира калать: «Атя-ха, тет, хӑвӑн ҫарсем тӑракан вырӑнсене кӑтарт».
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Шӗшкӗлӗхрен тухнӑ хресченсем командира хупӑрласа илчӗҫ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Бригада членӗсем Чжао Юй-линь каланине пурте хапӑлах йышӑнчӗҫ, Лю Шэн савӑннипе ҫӳлелле сиккелесе илчӗ, Чжэнь командира тӗккелесе, кӑшкӑрса ячӗ:
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах эпӗ ҫапах та килӗшмерӗм, командира йӑлӑна-йӑлӑнах ӳкӗте кӗртрӗм.Но я не успокоился и, как у нас говорилось, «выклянчил» полёт.
18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пулӑшу панӑшӑн командующи пирӗн командира чӗререн тав тунӑ.Командующий прислал на имя нашего командира благодарность за помощь, оказанную лётчиками.
15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хамӑрӑн ултӑ самолет тӑшманӑн вӑтӑр «фокке-вульфӗпе» мӗнле ҫапӑҫни ҫинчен командира каласа панӑ вӑхӑтра команда пунктӗнче хамӑрӑн ҫӗр ҫинчи ҫар командующийӗнчен радиограмма илнӗ-мӗн.
15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.